Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Те вырăс эп, те чăваш - хама-хам неснайски»

20 октября 2017 г.

ВАЛЕРИЙ ТУРКАЙ сăвăç тахçан тăван халăха халалласа çак йĕркесене çырнăччĕ:

Чăваш килне иртен-çỹрен кĕрсессĕн -

Тутар-и, вырăс-и, е хамăр чăвашах -

Ăна тулли кĕрекене лартмасăр

Ку таранччен пĕрре те кăларман.

Ан тив, чăвашăн çук тем тĕрлĕ çимĕç:

Банан та персик, иçĕм, ананас...

Ун вырăнне эпир ТАСА ЧУНПА сăйлатпăр,

«Тавсси!» тесе çĕклетпĕр алтăра.

Çапла, хăна тума, кĕрекене лартса чыслама пĕлетпĕр эпир. Çак ырă йăла мăн-мăн асаттесенченех пырать. Пирĕн ачасемпе мăнуксем тăванлăх туйăмне малалла аталантарсан тем пек лайăх пулĕччĕ те... Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр?

Манăн туссем хушшинче тĕрлĕ халăх çыннисем пур: чăваш-и, тутар-и, вырăс-и, ирçе-и - çынна нацие пăхса мар, ырă ĕçне, чун ăшшине тата кăмăлне кура хаклатăп. Ыттисем те çаплах пулĕ тетĕп. Пирĕн мĕн пайламалли? Ĕмĕр пĕрле пурăннă, малашне те çаплах пултăрччĕ.

Чăваш Енре 128 халăх çынни, пирĕн Шăмăршă районĕнче 13 халăх çынни пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем - иккĕн-виççĕн çеç. Халăхсем хушшинчи хутшăну республикăра та, пирĕн районта та çивĕч тăмасть.

Эпир, чăвашсем, ытти халăхран нихăш енĕпе те начар мар. Тен, эпир йăвашрах пулĕ, хамăр ĕçĕмĕре ыттисене кăтартма вăтанни те тепĕр чух çỹлерех çĕкленме ура хурать.

Тата эпир хамăрăн чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварассишĕн тăрăшни питех палăрмасть. Акă, Шăмăршă ялне ытти çĕртен килнĕ çын урампа утса пынă чух чăваш сăмахне илтейĕ-ши? Лавккара та, тĕрлĕ кантурсенче те вырăсла калаçаççĕ. Çыннисем чăвашсемех вĕт-ха, ашшĕ-амăшĕ те чăвашах, аслашшĕпе асламăшĕ те чăвашла калаçнă. Ачисемпе мăнукĕсем тăван чĕлхерен ютшăнни хытă пăшăрхантарать.

Иртнинче районти пĕр вăтам шкулта пулма тиврĕ. Тупата, чăвашла пĕр сăмах та илтмерĕм вĕт! Учительсем те, ачасем те вырăса тухнăн туйăнчĕ. Иртнĕ çул çак вĕренỹ заведенине "Чăвашлăха упракан шкул" ят пани çинчен çырнăччĕ республикăри "Тантăш" хаçатра. Тем, чăвашлăха упрама тăрăшнине курмарăм та, илтмерĕм те.

Район центрĕнчи пĕр кафепе столовăйра та чăваш наци апат-çимĕçне тутанаймăр. Кỹршĕсем патне - Тутарстанри Çĕпрел район центрне - кайса пăхар-ха: кунта тутарсен пỹремечне, элешне (çĕрулмипе тата чăх ашĕпе пĕçернĕ кукăль), эчпочмакне (çĕрулмипе тата ашпа виçкĕтеслĕх пек туса пĕçернĕ кукăль), беккенне (купăстапа çăмарта кукăлĕ), чак-чакне (чустана пылпа хутăштарса пĕçернĕ пылак çимĕç) тата ыттине те астивме пултаратăр. Пирĕннипе танлаштарсан уйрăмлăх - çĕрпе пĕлĕт пекех.

Çĕпрел шкулĕнчи ачасем кашни кунах Тутарстан гимнне тутар чĕлхипе шăрантарни çинчен те пĕлтерчĕç мана.

Кỹршĕсем чăвашсене те çывăха хураççĕ: икĕ пултаруллă чăваша - Анатолий Чебанов драматургпа Павел Миронов ученăя чысласа - нумаях пулмасть район центрĕнче палăксем лартнă. Сăмах май, Павел Миронов - Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнăскер - тĕнчипех паллă математик пулнă, ăна Парижри Наукăсен Академийĕн чăн членне суйланă. Павел Миронова II тата III степень Станислав, II степень Святая Анна, IV степень Владимир орденĕсемпе наградăланă, 1911 çулта ăна Николай II патша Указĕпе статский советник чинне панă.

Шăмăршăри вăтам шкула пырсан ыйтăр-ха: пĕлеççĕ-и-ха вĕсем чаплă математик 1879-1882 çулсенче çак шкулта ĕçленине? Шăмăршă вăрманĕнче хатĕр- ленĕ гербари халĕ те Уфари краеведени музейĕнче упраннине кам пĕлет-ши?

Темиçе çул каялла республикăри паллă ученăйсем Шăмăршă район центрĕнче е шкул картишĕнче Павел Мироновăн бюстне лартас ыйтупа район администрацине те пынăччĕ. Шел, укçа-тенкĕ çуккипе палăк лартма май килмерĕ ун чух. Çапах та çак ыйту хыççăн пăнчă лартма юрамасть. Павел Мироновăн палăкĕ пирĕн района туристсене илĕртме те пулăшĕччĕ.

Манăн çамрăк предпринимательсене наци апат-çимĕçĕпе хăналакан кафе уçма, вĕсене илемлĕ ят пама (калăпăр: «Селиме», «Шерпике», «Нарспи» тата ытти те) сĕнес килет. Тутарсенчен мĕншĕн тĕслĕх илес мар? Шăмăршăра шăрттанпа хуплу, ытти апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлекен çынсем пĕтмен-ха, çак ăсталăха çамрăксене вĕрентсе хăварасчĕ.

Чăвашла калаçмалла, юрламалла, чăваш хаçат-журналне, кĕнекине вуламалла. Чăваш пулса çуралнă-тăк пирĕн чăвашах пулмалла.

Ив.САЛАНДАЕВ, журналист, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика