20 октября 2017 г.
Çапла калаççĕ хăйсен ĕçне чунтан юратса Шăмăршăри «Красный Бор» кафере тăрăшакан поварсем. Кунта çиме килекен кашни çыннах ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе тутлă апатпа сăйлама яланах хапăл вĕсем.
Эсир сăнỹкерчĕкре Светлана Любимова аслă поварпа (сулахайри) Алефтина Калашникова повара куратăр. Иккĕшĕ те вĕсем Шупашкарти кооператив техникумĕнче повар профессине алла илнĕ. Светлана Александровна çак ĕçе 19 çултах пуçăннă та халĕ те пĕр улшăнмасăр паянхи кунччен поварта тăрăшать. Алефтина Геннадьевна та тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ çĕрте ырми-канми 15 çула яхăн ĕçлет. Çавăн пекех Людмила Трофимовапа Ольга Алексеева поварсем те хăйсен ĕçне лайăх пĕлсе, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Районта пулса иртекен уявсенче те çак ăста поварсенех курма пулать. Акатуй е кĕр уявĕ - вĕсем яланах ĕçре. Техĕмлĕ шашлăкĕ те, ăшă кукăлĕ те, вĕри шỹрпи те вĕсен сĕтел тулли. Уява килнĕ хăнасен вара кăмăлĕ тулли.
Н.ИЛЬИНА.