20 октября 2017 г.
ХАМĂР районтах - таçта инçете каймасăр - автомашина водителĕ пулма вĕренме май пурри питĕ лайăх. 2015 çулта Шăмăршăри Автовокзал урамĕнчи 9 «а» çуртра Патăрьелĕнчи «Престиж» автошкулăн филиалĕ уçăлнă.
Çак кунсенче эпĕ филиала ертсе пыракан Геннадий Байкаловпа тĕл пулса калаçрăм.
- Геннадий Вениаминович! Автошкул филиалĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштараймăр-ши?
- Хаваспах. Эпир 2015 çулхи июль уйăхĕнче ĕçлеме пуçларăмăр, унтанпа эпир вĕрентсе кăларнă 208 çын Патăрьелĕнчи ГИБДДра квалификаци экзаменĕсене ăнăçлă тытрĕ.
Вĕрентỹ процесĕнче «В» категориллĕ транспорт (çăмăл автомашинăсен, 3500 килограмм таран груз турттаракан автомашинăсен, 8 вырăн таран майлаш- тарнă пĕчĕк автобуссен) водителĕсене тивĕçлĕ пĕлỹ илме пулăшатпăр. Пирĕн патăрта пысăк квалификациллĕ тата опытлă педагогсем ĕçлеççĕ.
Вĕрентỹ бази пуянлансах пырать: пирĕн ятарлă 8 автомашина пур, 8 компьютер туянтăмăр. Автомашинăпа çỹреме вĕренмелли хупă площадка йĕркелерĕмĕр.
Часах стационарлă автодром туса пĕтеретпĕр, кунпа пĕрлех 3 вĕренỹ класĕ те уçăлĕ. Кăçалхи август уйăхĕнче пирĕн филиал «С» категориллĕ водитель- сем хатĕрлеме (3500 килограмран ытларах груз турттаракан автомашинăсене çỹретме) ирĕк илчĕ.
Хальхи вăхăтра «В» тата «С» категориллĕ водительсем хатĕрлеме ушкăн пуçтаратпăр. Çавăн пекех «В» категориллĕ водительсем вĕренсе «С» категори илме, «С» категориллисем «В» категори илме пултарĕç.
- Геннадий Вениаминович! Уçă калаçушăн - пысăк тав. Сирĕн пата вĕренме килекенсем нумайланасса шанса тăратпăр. Ăнăçу пултăр Сире!
- Çапла пултăр! Водительсене вара çул-йĕр çинче питĕ тимлĕ пулма, руле çирĕп тытма, яланах лайăх кăмăлпа рейса тухма чĕнсе калатăп.
Калаçăва В.ЮМАНОВ йĕркеленĕ.