Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алмаз Садретдинов: "Çуртсенче ăшă пулсан, чунра та савăк"

24 октября 2017 г.

Алмаз Садретдинов: "Çуртсенче ăшă пулсан, чунра та савăк"

"ЖИЛКОМСЕРВИС" УК" ООО директорĕ Алмаз Садретдинов нихăçан та пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмест: яра куна Шăмăршă тăрăх темиçе те чупса тухать пулĕ. Çамрăк çынра вăй-хал та тапса тăрать ĕнтĕ, çав вăхăтрах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕ лăпкă чунлисем валли маррине те лайăх ăнланатăп.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче эпĕ чупса çỹрекен ертỹçе тытрăм-тытрăмах - Алмаз Агзамович хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама килĕшрĕ.

- "Жилкомсервис" УК" ООО нумай хваттерлĕ 50 çурта пăхса-юсаса тăрать, - терĕ Алмаз Садретдинов. - Кунпа пĕрлех йăлари каяшсене тирпейлес тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр.

Юлашки вăхăтра район центрĕ çĕнелсе-илемленсе пынине асăрханă-и эсир? Çак илеме тунă çĕрте Управляющи компанийĕн тỹпи те пур тесе шутлатăп. Кăçал эпир Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ 7, 9, 10, Ленин урамĕнчи 31, 31 А, 54А, Б, В, Г, "Октябрь-50 çулта" урамри 2, 4, 5, 6, 7 çуртсен картишĕ- сенче ача-пăча вылямалли площадкăсем вырнаçтартăмăр.

- Алмаз Агзамович, çапах та сирĕн ĕçĕре пурăнмалли çуртсенчи хăтлăх тăрăх хаклаççĕ. Хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илтĕр?

- Хĕлле çуртсенче ăшă пултăр тесе çăва тухсанах хатĕрленме тытăнтăмăр. Нумай хваттерлĕ çуртсен тĕтĕм çулĕсене юсарăмăр, вентиляци каналĕсене тасатрăмăр, подъездсенчи чỹречесемпе алăксене улăштартăмăр е çĕнетрĕмĕр.

Сăмахран, Космовский урамĕнчи 8-мĕш çурт валли тĕтĕм çулĕсене вĕр-çĕнĕрен турăмăр. "Октябрь - 50 çулта" урамри 2-мĕш тата 5-мĕш, Ленин урамĕнчи 47-мĕш çуртсен подъезчĕсене юсаса çĕнетрĕмĕр.

Кăçал Шăмăршăри тăватă çурта харпăр-хăй хутса ăшăтасси çине куçарма вăй çитертĕмĕр: Космовский урамĕнчи 7, 9, 10 çуртсенче, Ленин урамĕнчи 55-мĕш çуртра пурăнакансем халĕ пỹлĕмсенче савăнса пурăнаççĕ. Çуртсенче ăшă пулсан - чунра та савăк. 5 çурта хальлĕхе тĕп котельнăйран ăшăтатпăр. Çитес çул вĕсем валли модульлĕ котельнăй тума палăртрăмăр.

- Халăхран тав сăмахĕ илтетĕр-и?

- Эпир тав сăмахне тивĕçлех мар пулмалла (кулать). Çынсем больницăра, аптекăра, тĕрлĕрен кантурсенче ĕçлекенсене тав тăваççĕ. Пире вара ытларах ятлаççĕ, пирĕн ĕçе асăрхамаççĕ те тейĕн. Ĕçĕмĕр вара пĕрре те çăмăл мар. Сивĕре те, йĕпе-сапара та ĕçлемелле, эпир нихăçан та тав сăмахне илтессишĕн çеç вăй хумастпăр.

Хăшпĕр çынсем коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тỹлеме те "манаççĕ". Çак парăм 1 миллион та 100 пин тенкĕрен те иртет. Шухăшласа пăхăр-ха: пурсăмăр та çуртра, подъездра, картишĕнче тирпей-илем тăвасса кĕтетпĕр, анчах юсав ĕçĕсене мĕнле укçапа пурнăçламалла?

Парăмсене судпа шыраса илме те пулать, паллах. Çапах та нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем ăнлануллă пуласса шанас килет. Вăхăтра тỹлесе пырсан палăртнă ĕçсене йĕркеллех пурнăçлама пултарăпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика