Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕршыва сыхласси тивĕç те, чыс та

24 октября 2017 г.

Тăван çĕршыва сыхласси тивĕç те, чыс та

ОКТЯБРĔН 1-мĕшĕнчен кĕрхи призыв пуçланчĕ. Вăл декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Çак тапхăрта Патăръел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнчен 85 çамрăка яхăн ĕлĕкренпех хисеплĕ тивĕçе - Тăван çĕршыва хỹтĕлеме ăсатĕç. Виçĕ уйăхра Шăмăршă тăрăхĕнчен 15 яхăн çамрăк салтак тумĕ тăхăнĕ. Çак уйăхăн 24-мĕшĕнче вара Патăръелĕнчи çар комиссариачĕ умĕнчен Конституци тивĕçне пурнăçлама повестка илнисен пĕррĕмĕш ушкăнне çула каяс умĕнхи пехил парĕç.

Патăръел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кĕркуннехи призывра ытларах пайĕ Тĕп çар округĕнче службăна ирттерĕ. Прези- дент полкĕнче Конституци тивĕçне пурнăçлакансем те пур. Кăçал та пĕр каччă шăпах çавăнта присяга йышăнĕ. Хальхи вăхăтра пысăк хисепре шутланакан Çурçĕр флотĕнче те Шăмăршă тăрăхĕнчен хăйсен тивĕçне пурнăçлакансем чылай. Çакна та палăртса хăвармалла, çар тивĕçне пурнăçлама ят тухнисенчен 25 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ. Аспирантура хыççăн салтак тумне тăхăнакансем те пур.

Юлашки çулсенче тĕрлĕ вĕренỹ учрежденийĕсенче, аслă шкулта вĕренсе диплом илнĕ выпускниксем контрактпа çар тивĕçне пурнăçлама та йышлăн хапăл тăваççĕ. Паянхи куна илсессĕн вĕсен хисеп шучĕ савăнтарать.

Çамрăксем хушшинче хăйсен сывлăхне физкультурăпа, спортпа пиçĕхтересси тĕп вырăнта. Çитĕнекен ăру районта, республикăра иртекен спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнни те çакнах çирĕплетсе парать.

Н.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика