Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризмăн тĕнĕ те, нацийĕ те çук

24 октября 2017 г.

«Террор», «терроризм» сăмах чăвашла «терт-асап, вилĕм кỹни» тесе куçарăнать.

Терроризмăн тĕнĕ те, нацийĕ те çук: вуншар та çĕршер çын пурнăçĕ çине алă çĕклеме çав тери тискер чунлă ирсĕрсем çеç пултараççĕ.

Астăватăп-ха, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра Иван Саландаев журналист «Юнпа вараланнă аллăра аннесен куççулĕпе çусамăр» статья пичетлесен редакцие телефонпа шăнкăравлакансем нумай пулчĕç. Район çыннисем терроризма татăклăн сивлеççĕ, экстремизм палăрăмĕсем те пирĕн пурнăçра пулмалла мар тесе шутлаççĕ.

2004 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Бесланра пулнă хăрушă трагедие çак сăвă йĕркисем уçăмлăн сăнласа параççĕ:

... Мы в школу шли, а нас убили!

Мы - дети, что с нас было взять?

Букашку каждую любили,

Мы не хотели умирать!

Терроризм - общество хăрушлăхĕ. Çынсене хăратса, террористсем çĕршыври влаçа хăйсен аллине илесшĕн, çапла вара тискерлĕхпе йĕксĕклĕх вĕсен идеологийĕ пулса тăрать.

Ирсĕр ĕçсем пирĕн патăрта пулмĕç-ха темелле мар, яланах сыхă тăмалла. Çакăн пек кăткăс лару-тăрура халăхсем хушшинчи туслăха тата та çирĕплет- мелле, мĕншĕн тесен çĕршывра лăпкă пурнăç пулмасан тăшмансем пире пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе ярассишĕн тăрăшĕç.

Эпир пĕрле чухне кăна - пысăк вăй, аслă вăй. Кун пирки сăвăç питĕ тĕрĕс калать:

Тесней сплотим ряды мы вместе

И терроризму скажем - НЕТ!!!

Пусть сотни лет

Иль даже двести

Россия будет жить без бед.

Пирĕн çĕршыв - пысăк та илемлĕ, хуть ăçта кайсан та пире тăван вырăнне хурса ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Пирĕн асаттесем çак тăванлăхпа туслăха вăрçă вутĕнче туптанă, пурте пĕр тĕллевпе кĕрешнипех ирсĕр тăшмана çĕнтерме пултарнă.

Асаттесем çĕкленĕ Çĕнтерỹ ялавне алăран ỹкермесĕр хамăрăн нумай нациллĕ çĕршывăмăр хăватне ỹстерсех пырар, тăванăмăрсем!

Наталия Ильина ,

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат тĕп редакторĕн тивĕçне пурнăçлакан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика