Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Любовь Долгова: «Ывăлăм халĕ те куç умĕнчех тăнăн туйăнать…»

24 октября 2017 г.

ВĂХĂТ шăвать те шăвать çав. Хĕрĕх çул каялла Люба çап-çамрăк хĕрарăмччĕ, Шамкайри клубра ĕçлетчĕ. Астăватăп-ха, бригадăри комсомолецсен пухăвĕнче ăна ВЛКСМ районти организацийĕн конференцине кайма делегата суйланăччĕ.

- Эпĕ те Сире паллатăп, - кула-кула аса илчĕ иртнинче Шăмăршă районĕ 90 çул тултарнине савăнăçлăн паллă тунă чух Любовь Петровна. - Эсир ун чух пирĕн пата комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕпе Петр Свекловпа пынăччĕ.

Эпĕ, çамрăк пулнă пулин те, виçĕ ача амăшĕччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та конференци делегачĕ пулма та килĕшесшĕн пулмарăм. Ỹкетлесен-ỹкетлесен килĕшмех тиврĕ.

Любовь Петровна - Раççей Геройĕн Олег Долговăн амăшĕ. Паллах, пирĕн сăмах та ытларах унăн кĕçĕн ывăлĕ пирки пычĕ.

- Шамкайра пирĕн Коля, Женя тата Олег çуралчĕç, - сăмахне малалла тăсрĕ Любовь Петровна. - Ун чух ял çыннисем çемйи-çемйипех урăх облаçсене куçса кайма тытăннăччĕ те, эпир те 1984 çулта Самар облаçĕнчи Луначарский поселокне килсе вырнаçрăмăр.

Ачасем шкула çỹрерĕç, çу кунĕсенче вырăнти совхоза ĕçе вырнаçатчĕç. Ашшĕпе иксĕмĕр вĕсене нихăçан та чарман:çăкăр хакне пĕлсе ỹсчĕр тенĕ. Олег ултă класс пĕтерсен тетĕшĕпе - Женьăпа - комбайнера пулăшаканĕ пулса ĕçлерĕ. Кĕркунне пĕр трактор тележки тырă тиесе килчĕç.

- Анне, тепĕр ĕне туянатпăр! - хавахаланса калаçрĕ Олег. - Ашшĕпе иксĕмĕр ывăлсен шухăшне ырларăмăр, килти хуçалăхра выльăхсен йышне нумай ỹстертĕмĕр.

Олег лашасене юрататчĕ, совхозри лаша витинчен тухма та пĕлместчĕ темелле. Шурă ăйăр çине утланса урам тăрăх вирхĕннĕ чух ывăлăм ỹксе аманасран çав тери хăраттăм.

Шкулта вăл вăтам вĕренетчĕ, «пиллĕк» те, «тăваттă» та, «виççĕ» те илнĕ. Апла пулин те уншăн учительсем умĕнче пите хĕретме тивмен: Олег класра авиторитетлă пулнă, шкулта чи лайăх спортсменсенчен пĕри шутланнă. Уйрăмах дзюдо кĕрешĕвне юрататчĕ, футболла, волейболла вылянă, йĕлтĕрпе чупса та пурне те хыçала хăваратчĕ.

Шкулта тăхăр класс пĕтерсен, Олег Тольятти хулинчи СПТУра вĕренсе «Ялти строительство мастерĕ» специальноç илчĕ. Унпа пĕрлех анлă профильлĕ води- тель удостоверенине те пачĕç. Çемьере тăваттăн - ашшĕ, Коля, Женя тата Олег - шоферта ĕçлерĕç.

Киле ывăнса килсен те, Олег аллине гитара тытатчĕ. Вăл юрланине итлеме çав тери юрататтăм. Сергей Есенин поэт сăмахĕсемпе çырнă юрăсене уйрăмах килĕштеретчĕ ывăлăм.

- Салтака кайсан урăх ниçта та мар - спецназра службăна ирттеретĕп, - тетчĕ Олег. Çавăнпах çара кайма çине тăрсах хатĕрленетчĕ. Ирсерен чупма тухатчĕ, физ-зарядка тăватчĕ, пĕр пăтлă кире пуканĕсене çỹлелле ывăта-ывăта вылятчĕ. Салтака кайма повестка парсан, пĕтĕм поселок Олега ăсатма пычĕ. Çамрăксем çав тери хисеплетчĕç ăна. Шел, юлташĕсем Олега çав каç юлашки курса юлчĕç, юлашки хут Олег гитара каласа юрланă «Клен ты мой опавший» юрра итлерĕç...

Çар комиссариатĕнче ăна тинтерех çеç йĕркеленĕ ятарлă пĕлтерĕшлĕ «Русь» отряда службăна янă. 1995 çулхи апрель уйăхĕнче вĕсен отрядне Чечняна илсе кайнă. Çапăçури паттăрлăхшăн Олег спецназăн чи чыслă та мухтавлă йăлипе Краповый берет тăхăнма тивĕçнĕ.

1995 çулхи октябрь пуçламăшĕнче вăталăх ывăла - Женьăна - авлантартăмăр. Çак уйăхĕн 6-мĕшĕнче эпĕ хамăн çуралнă куна паллă турăм. Шăпах çак кун телеви-зорпа хăрушă хыпар пĕлтерчĕç: Грознăйра Романов генерала тапăннă. Генерал йывăр суранланнă.

Çак хыпара илсенех чĕре ыратса кайрĕ:Романов генерал çумĕнче манăн ывăлăм та пулма пултарнă вĕт-ха!

Çĕрĕпех çывăраймарăм, минтер питне куççульпе йĕпетрĕм. Ирпе 5 сехетре алăка кỹршĕ çуртра пурăнакан хĕрарăм шаккарĕ:

- Олег шăнкăравлать, атя хăвăртрах!

Эпĕ хам çине хапăл-хапăл куртка ывăтрăм та тапочкипех тухса чупрăм.

- Олег? Мĕнле унта ывăлăм? Куççỹль витĕр аран-аран калаçма пултартăм ывăлăмпа. Сисмесĕрех ирçе сăмахĕсене персе ятăм:

- Цера, сюкпря кода тефне? (Мĕнле пурăнатăн, ывăлăм?)

- Тядяня, лац...(Аннеçĕм, аван-ха), - хуравларĕ Олег.

Вара тинех лăплантăм. Чĕрĕ вăл, чĕрĕ те сывах! Аннешĕн çак хыпартан хакли мĕн пур-ши? Анчах та савăнни кăлăхах пулчĕ иккен. 1996 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче Олег Дагестан Республикинчи Первомайское ялĕнче заложниксене ирĕке кăларнă чух паттăрла вилни çинчен хыпар илтĕмĕр.

Пирĕн çемье çеç мар, пĕтĕм поселок йĕчĕ çак пысăк хуйхă çинчен пĕлсен. Эпĕ чĕре ыратнипе вырăнпах выртрăм. Олега поселок масарне пытартăмăр. Çĕр-çĕр çын пычĕ ăна юлашки çула ăсатма, çĕр-çĕр çын куççуль юхтарчĕ.

Вилнĕ хыççăн - 1996 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче - Олега Раççей Геройĕн ятне пачĕç. Пирĕн урам та халĕ Олег Долгов ячĕпе хисепленет.

- Ывăлăм халĕ те куç умĕнчех тăнăн туйăнать, - куççульне шăлса илчĕ Герой амăшĕ. - Тăван Шăмăршă районĕнче ăна асрах тытни маншăн питĕ хаклă. Района ертсе пыракансене мана яланах ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн, чи хаклă хăна пек чысланăшăн чĕререн тав тăватăп.

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика