Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шурă шăна» ларчĕ сар чечек çине…

24 октября 2017 г.

«Шурă шăна» ларчĕ сар чечек çине…

ĔЛĔКРЕХ районти колхозсемпе совхозсем çак культурăна силос валли çитĕнтеретчĕç. Чечеке ярсан вырса вĕтетнĕ те, хĕл валли траншейăна упрама хунă. Çак апата ĕнесем уйрăмах юратса çиетчĕç.

Сăмах кунта хĕвелçаврăнăш пирки пырать. Кăçал ăна пирĕн районта нихçанхинчен те пысăкрах лаптăк çинче - 1700 гектар ытла - çитĕнтерчĕç. Çу паракан çак культура пирĕн тăрăхра пысăк тупăш кỹме пултарать тесе шутларĕç ĕнтĕ фермерсем. Шел те, çулпа çул пĕр килменнине, ваттисем çиччĕ виçсе пĕррре касма хушнине шута илес темерĕç.

Кăçалхи çу кунĕсем çумăрлă та сулхăн пулчĕç, ялхуçалăх культурисем ытти çулхисенчен кая юлса ĕлкĕрчĕç. Апла пулин те тĕштырăсем пысăк тухăçпа савăнтарчĕç. Кĕр тыррисене кăçалхи чухлĕ пуçтарса кĕртнине ваттисем те астусах каймаççĕ. Хĕвелçаврăнăшшăн вара майлах пулмарĕ. Сентябрь уйăхĕнче тин чечеке ларчĕ, октябре те сар чечекпех кĕтĕмĕр. Хĕвелçаврăнăшĕн ир ĕлкĕрекен сорчĕсем те 100 кунта тин пулса çитеççĕ те, вăтам сортсем пиçсе çитиччен 130 кун та иртĕ. Çапла вара, хĕвелçаврăнăшне пирĕн фермерсен Çĕнĕ çулчченех пуçтарса кĕртме тивĕ.

Юрать-ха, хĕвелçаврăнăшне хăвăртрах ĕлкĕрме пулăшас тесе хими имçамĕпе пĕрĕхрĕç. Наука чĕлхинче çак мероприятие «десикация» теççĕ. Тăкакĕ пысăк пулин те, фермерсем самолет тара илчĕç, «тимĕр кайăк» кĕске вăхăтрах хире препарат сапса тухрĕ. Хĕвелçаврăнăш тинех типсе хытма пуçларĕ. Ильдар Алиуллов фермер çу паракан культурăна пуçтарса кĕртме те тытăнчĕ.

Çанталăк вара хĕвелçаврăнăшне çав-çавах тапăнать-ха: маларах çумăр çуса тарăхтаратчĕ, халĕ акă «шурă шăнасем» те вĕçме тытăнчĕç. Йĕпе-сапаллă çанталăкра продукци пахалăхĕ те чакать, ĕнтĕ хĕвелçаврăнăш вăррине хаклă хакпа сутасси пирки калаçмалли те çук. Фермерсене çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртме чăтăмлăхпа сывлăх çеç сунатпăр. Çапах та хĕвелçаврăнăшне çакăн чухлĕ пысăк лаптăк çинче акса тума кирлехчĕ-ши? Ун вырăнне сахăр чĕкĕнтĕрĕ е ытти культура çитĕнтерме те пулатчĕ вĕт-ха. Акă, «Колос» Агрофирма» ООО сахăр чĕкĕнтĕрĕ акса миллионшар тенкĕ укçа тăвать. Тутарстанри хуçалăхсем те хĕвелçаврăнăшĕнчен шикленеççĕ: е миллионер пулатăн, е çукка тăрса юлатăн! Пурте çанталăкран килет.

Хамăн статьяна эпĕ кама мĕн акма вĕрентес шухăшпа мар, фермерсене малашне пусăçаврăнăшне йĕркеленĕ чух тимлĕрех пулма сĕнес тĕллевпе çыртăм. Акнипе кăна мар, çитĕнтернипе çеç те мар, пуçтарса та кĕртмелле вĕт-ха. Кĕркуннен кашни кунĕ ылтăн тетпĕр те, хĕл кунĕнче хирте комбайнсем ĕçлени куçа илĕртместех. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ, хĕвелçаврăнăшне те хĕвел шевли «шурă шăнаран» ытларах кирлĕ.

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика