Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ярмăрккана килĕрех, мĕн килĕшет - илĕрех!

27 октября 2017 г.

Ноябр Ĕн 3-мĕшĕнче - эрнекун - Шăмăршăра ялхуçалăх ярмăркки пулать. Çак куна район центрĕнче пурăнакансем уйрăмах тỹсеймесĕр кĕтеççĕ. Пирĕн корреспондент район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçипе Олег Алексеевпа тĕл пулса калаçнă.

- Олег Николаевич, ярмăрккăна хăш вырăнта ирттерме шутлатăр?

- Шăмăршă пасарĕн территорийĕнче тырă, утă-улăм, тислĕк сутĕç. Культура Керменĕ умĕнчи лапамра вара аш-какай, сĕт, пыл, пахчаçимĕç туянма пулĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем, уйрăм çынсем хăйсем туса илекен продуктсене пурне те илсе тухма пултараççĕ.

- Хаксем «çыртмĕç»-ши тата тырă пурин валли те çитĕ-ши?

- Хаксем пирки калас пулсан, вĕсене ытлашши пысăк темелле мар. Туллăн пĕр килограмне 6 тенкĕпе, урпан пĕр килограмне 5 тенкĕпе сутма сĕнетпĕр. Купăстан килограмĕ 6-8 тенкĕрен хаклă пулмĕ. Аш-какай та, сĕт-çу та лавккаринчен йỹнĕрех пулать. Ытти ялхуçалăх продукчĕсен хакĕсем те туянакана «çапса хуçмĕç».

Тырă пирки калас пулсан, фермерсем ăна кирлĕ чухлех илсе тухма шантарчĕç. Çапла вара район центрĕнче пурăнакансем ялхуçалăх продукчĕсене пĕр чăрмавсăрах туянма пултарĕç.

Ярмăркка ирттерни - фермерсене «чĕрĕ» укçа ĕçлесе тумалли чи лайăх меслет. Çавăнпа та унта пурин те хутшăнма тăрăшмалла. Хăвăршăн та усă пулĕ, халăх та чĕререн тав тăвĕ.

- Олег Николаевич, эпĕ те çынсене ярмăрккана çапла каласа йыхравлам-ха:

Ярмăрккана килĕрех,

Мĕн кирлине илĕрех.

Тырă, утă е какай -

Туянма манса ан кай!

Ырă сунса кĕтетпĕр,

Пурсăра та чĕнетпĕр!

Ив. Салан даев калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика