Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улмаллăра улмуççи кăна çитĕнмест

27 октября 2017 г.

Улмаллăра улмуççи кăна çитĕнмест

ЕСЛИ спросишь меня: ты откуда такой?

Я отвечу тебе: там, вдали за рекой

Деревушка стоит на угоре,

Где хлеба колосят,

Где хвосты поросят

И веселый петух на заборе...

Çак сăвă йĕркисене Улмаллă ятлă аякри пĕчĕк ялта илтрĕм. Улмаллă - вырăс ялĕ, юлашки çулсенче кунта чăвашсем те килсе вырнаçнă. Вĕсенчен пĕри - Владимир Митрофанов фермер.

Володя Шăмăршăра çуралнă. Апла пулин те «вырăсланнă» район центрĕнче ỹснĕ тееймĕн: чăвашла таса та илемлĕ калаçать, чăваш юррисене те нумай пĕлет.

- Мĕн илĕртрĕ-ха сана аякри яла килме? - тесе ыйтсан, фермер çапла хуравларĕ:

- Çутçанталăк илемĕ туртрĕ. Тата акăнман çĕрсем нумай пулни те фермер хуçалăхĕ йĕркелеме хистерĕ.

Володя Митрофанов çамрăк-ха, хĕрĕх урлă та тин çеç каçнă. Вăй-хал вĕресе тăракан вăхăт темелле. 145 гектар çĕрпе усă курать вăл. Хыт-хура тата çамрăк вăр- ман ỹсме пуçланă çĕре тарăн сухаласа ĕçлеме юрăхлă тунă. Çакна чăн-чăн паттăрлăх теме те пулать. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса ĕçре çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать.

Акă, кăçал 15 гектар çинчи кĕрхи тулă вăтамран 27-шер, 110 гектар çинчи урпапа 5 гектар çинчи çурхи тулă 26-шар центнер тухнă. Шурă тăмлă - кĕллĕ Улмаллă çĕрĕ çинче çакăн чухлĕ тухăç илме çав тери йывăр.

Владимир Митрофанов çĕр ĕç культурине çĕклессишĕн, агротехника ыйтăвĕсене тĕрĕс пурнăçлассишĕн тăрăшать. Кĕркунне пĕтĕм лаптăка сухаласа хăварать. Çуркунне ваттисем: «Вăхăтра акатăн - тырăллă пулатăн», - тенине асра тытса ĕçлет. Минерал удобренийĕпе тата гербицидсемпе усă курать. Сортсене çĕнетсех пырать.

Кĕр тыррисем пысăк тухăç панине шута илсе, фермер кăçал лаптăка 35 гектар таран пысăклатнă. Нумай çул ỹсекен курăксем те ытларах акма шутлать. Выльăх-чĕрлĕх шутне ỹстерсех пырасшăн. Халĕ икĕ ĕне, виçĕ вăкăр, сыснасем усрать, сĕт тата аш-какай сутса укçа-тенкĕ тăвать.

Фермерăн техника паркĕнче пĕр ДТ-75, икĕ МТЗ-82 тракторсем, пĕр СК-5 «Нива» комбайн пур. Çĕнех пулмасан та, ăста алăсем юсанипе техника кăлтăксăр ĕçлет.

- Тырă хума пысăк кĕлет кирлĕ, унта электричество кĕртмелле. Унсăрăн вăрлăх хатĕрлеме те май çук, - хăйĕн пуçне ыраттаракан шухăша уçса пачĕ Володя. Унчченхи колхоз кĕлечĕ пушах ларать-ха, ăна тĕпрен юсаса çĕнĕ пурнăç пама пулать. Анчах та кирлĕ хутсем хатĕрлесе хаклă вăхăт çухалать.

Çапах та аллине усмасть фермер, мал ĕмĕтпе пурăнать. «Çемье ферми» программăна хутшăнса грант çĕнсе илме ĕмĕтленет. Укçа пулсан хуçалăха малалла аталантарма май килĕччĕ.

... УЛМАЛЛĂРА улмуççи, слива, чие йывăççисем пахчара кăна мар, урамра та ешереççĕ. Митрофановсен çурчĕ те сад ăшĕнче ларать.

- Улмаллăра улмуççисем çеç мар, тырă та, ытти культурăсем те çитĕнччĕр тесе тăрăшатăп, - терĕ фермер. - Çĕре акмасăр хăварни - пысăк çылăх. Мана кура, тен, ыттисем те фермер хуçалăхĕ йĕркелĕç. Ĕç пурин валли те пур, Улмаллă-Никишино таврашĕ улăх-çаранпа пуяннине шута илсе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тăрăшмалла.

Владимир Митрофановăн шухăшĕпе эпĕ те килĕшетĕп. Çĕр ĕçчен алăсене кĕтет, илтетĕн-и çакна, ял-йыш?

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика