Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕре "мăнтăр" тетпĕр те, çитес çул ан "ырханлантăрччĕ"…

27 октября 2017 г.

ВАТТИСЕН сăмахне карттуса е çĕлĕке хывсах итлеме хушнă. Хăлха лайăх илттĕр тени çеç мар ку, ваттине хисеп туни те пулать.

Нумай çул хушши колхоз-совхоз агрономĕнче ĕçленĕ çынсем çапла калаççĕ: тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене кĕркуннех тасатса акма юрăхлă тумалла. Çак ĕçе çуркуннене хăварма юрамасть: ун чух ахаль те ĕç нумай, васка-васка тасатсан вăрлăх пахалăхĕ кирлĕ шайра пулаймĕ. "Мĕн акатăн, çавă шăтать", - тенине яланах асра тытмалла.

Районта вырма ĕçĕсем вĕçленнĕренпе пĕр уйăха яхăн иртрĕ ĕнтĕ. Хуçалăхсем çитес çул валли планпа пăхнă 2110 тонна вырăнне 2215 тонна вăрлăх хывнă.

Пĕр шутласан, вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ пек курăнать: çуркунне сеялкăна тултар та, ак кăна. Анчах та чăннипе аплах мар çав. Тĕрĕсленĕ мĕнпур вăрлăхăн 35 проценчĕ çеç кандицие ларнă. Çỹп-çаплă, таса мар тырра вăрлăх темелле-ши?

Хуçалăхсем вăрлăх пахалăхне лабориторире тĕрĕслеттерме те васкамаççĕ. Хатĕрленин 30 процентне çеç вăрлăх инспекцине илсе килнĕ. Александр Сатеев , Фазулла Рахматуллов, Анатолий Андреев тата ытти хăшпĕр фермерсем, "Карлинская" ЗАО вăрлăх пахалăхĕ мĕнле пулнине пĕлмеççĕ те. Лабораторире тĕрĕслемен вăрлăха акса çитес çул вăйлă тырпул çитĕнтеретпĕр теççĕ-ши?

Хальлĕхе инспекцире вăрлăх пахалăхне тỹлевсĕрех тĕрĕслеççĕ пулсан, декабрĕн 1-мĕшĕнчен вара çак ĕçшĕн сахал мар укçа тỹлеме тивет. Кондицие ларман вăрлăх акнăшăн та штрафлаççĕ. Апла тăк, хĕл лариччен пур çĕрте те вăрлăхсене тепĕр хут тасатса кондици шайне çитерессишĕн тăрăшмалла.

Çапла тăваççĕ те Игорь Быковăн фермер хуçалăхĕнче. Юрий Старшов управляющи вăрлăх валли уйăрнă тырра икĕ-виçĕ хут та сортировка витĕр кăларт- тарать. Çумкурăк вăррисенчен тасалса çитсен тин кĕлете кĕртеççĕ.

Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕнчи Виктор Александров управляющи те яланах çапла калать: "Çỹп-çаплă тырă - вăрлăх мар, хамăра-хамăр улталани кăна. Темиçе хут тасатсан тин чун лăпланать. Тепĕр çул пысăк тухăç илсен хамăр ĕç сая кайманнине куратăн та, кăмăл çĕкленет".

Вăрлăха тĕрĕслеттерни инспекцие мар, чăн малтан çĕр хуçисене кирлĕ. Акма юрăхлă шая çитерсен тин "кирлĕ чухлĕ вăрлăх хатĕрлерĕмĕр" теме пул- таратпăр.

Вăрлăха "пысăк тухăç никĕсĕ" тетпĕр пулсан, тепĕр питех те кирлĕ ĕçе - çĕртме сухи тăвассине - манма юрамасть. Çĕре кĕркунне сухаласа хăварсан çеç эпир хире çумкурăкран тасатма, çĕр пулăхне ỹстерме пултарăпăр. Сухаланă çĕр азотпа тата ытти тутлăхлă япаласемпе пуянланать, юр тата çумăр шывне çăтса илет. Çавăн пекех сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа ỹсентăрана чирлеттерекен микроорганизмсенчен хăтăлма та пулăшать, тăпрана çил тата шыв эрозийĕнчен хỹтĕлет.

Тепĕр лайăх енĕ - çуркунне ĕç сахалланать. Çапла вара акана кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа ирттерме май пулать.

"Иртерех - августрах - сухалакансем çăварĕсене пыл хыпаççĕ, - теççĕ ватă агрономсем. - Çапах та çĕр шăнтиччен сухаланин те сиенĕ çук. Çитес çул пысăк тухăç илес тесен çĕртме сухи тумаллах!"

Вĕсен сăмахĕ çумне урăх мĕн хушса калăн? Итлемелле те наука хушнă пек ĕçлеме тăрăшмалла. Çавă çеç.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика