Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кулак" тесе, ăсатнă тĕнче хĕррине

27 октября 2017 г.

ÇĔНЕЛНĔ Раççей историйĕн ХХ-мĕш ĕмĕрĕнче синкерлĕ те хăрушă страницăсем темиçе хутчен те пулнă. Вĕсенчен пĕри - чи синкерли - çĕршыври политика репрессийĕсем. Сталин режимĕн тытăмĕ саккунсене пăхăнмасăр массăллă репрессисем йĕркеленĕ, çынсене сăлтавсăр айăпласа нуша-терт кăтартнă. Вуншар çула тăсăлнă репрессисенче пиншер çынна тĕрлĕ тĕрмесемпе изоляторсенче асаплантарса вĕлернĕ, тăван тăрăхран аякри ссылкăсемпе лагерьсенче йывăр ĕçсенче нушалантарнă.

Хăрушă террор Чăваш çĕршывĕнче те хăйĕн хаярлăхĕпе, инкек-синкекĕпе палăрса юлнă. Совет влаçĕн çулĕсенче вуншар пин чăваш шар курнă, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Çĕршыври çакăн пек йĕрке çынсене политикăпа тĕн ĕненỹлĕхĕшĕн, наци тата ытти паллăсемпе пулăмсемшĕн айăпланă.

Официаллă документсем çирĕплетнĕ тăрăх Чăваш Республикинче кăна вăйпа коллективизациленĕ çулсенче 5656 хуçалăха, вăл шутран пирĕн районтан 135 хуçалăха кулак тесе айăпланă. Кунсăр пуçне çирĕплетнĕ налук заданине палăртнă вăхăтра тỹлесе татманшăн районти 235 хуçалăхăн пурлăхне туртса илсе нимĕнсĕр хăварнă. Пилĕкçĕре яхăн гражданăн суйлав правине туртса илнĕ. Репресси авăрне, тĕпрен илсен, ялти суту-илỹпе аппаланакансем, тĕрлĕ йышши арман тытакансем, вăтам хресченсем, тĕн çурчĕсенче, партипе совет органĕсенче ĕçлекенсем, творчество интеллегенцийĕпе педагогсем, медицина ĕçченĕсем çакланнă.

Чăваш Республикинчи ФСБ архивĕнче упранакан документсем тăрăх, Шăмăршă районĕнче кăна 292 "халăх тăшманĕ" шутланнă. Вăл шутран 6-шне персе вĕлернĕ, нумайăшне 10-шар, 15-шер çула тĕрмене лартнă. Пирĕн районти "кулак" тесе айăпланисен ытларахăшне Архангельск облаçĕнчи ятарлă вырăнсемпе уйрăм тытмалли ялсене ăсатнă.

Раççей Федерацийĕн 1991 çулхи "О реабилитации жертв политических репрессий" саккунĕпе килĕшỹллĕн çĕршывра 2 миллиона яхăн гражданăн таса ятне каялла тавăрнă. Ку ĕç халĕ те малалла пырать, анчах ăна пĕтĕмпех вĕçлеме нумай тăрăшмалла-ха. Çакна çеç каласа хăвармалла: паянхи куна асăннă саккунпа килĕшỹллĕн официаллă документсем тăрăх пирĕн районти политика сăлтавне пула айăпланă 207 çыннăн тата кулак тесе айăпланă 55 хуçалăхăн çемйисен таса ячĕсене каялла тавăрнă.

П.ФОМИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика