Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваççа ĕнсине хыçать: çырăнман иккен хаçат!

31 октября 2017 г.

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧЕ пурăнакан пĕр арçынна - хам лайăх паллаканскере - çитес çул валли район хаçатне çырăнмалли çинчен аса илтертĕм.

- Тăватçĕр тенкĕ ытла кăларса хумалла-и? - тĕлĕнчĕ пĕлĕшĕм. - Эпĕ кун чухлĕ укçапа çур литр эрех те, çыртмалли те илме пултаратăп, пĕрре ларса питĕ лайăх савăнма пулать!

- Хаçат та вуламасан çĕнĕ хыпарсене те пĕлместĕн вĕт, - терĕм çак арçынна. - Халапри Мĕкĕте пек мăклансах каймăн-и? Район хаçачĕ сана пурнăçпа тан пыма, халăх мĕн ĕçленине пĕлме, кăткăс ыйтусене ăнланма пулăшĕ.

Ỹкĕтленин усси пулчĕ пулас - хайхи Пашьел чăвашĕ: «Хаçат çырăнсан та юрать пуль çав, унсăрăн кам юбилейне паллă тунине, кам çĕре кĕнине те пĕлме çук», - тесе мăкăртатса юлчĕ.

Темиçе çул каялла район хаçатне ял çыннисем хапăл тусах, васка-васка çырăннине аса илетĕп те, паянхи лару-тăру хытă пăшăрхантарать. Халăх мĕншĕн вулама пăрахрĕ-ха? Мĕншĕн нимĕнпе те интересленесшĕн мар?

Чăнах та, халĕ Интернет урлă тĕрлĕ хыпар пĕлме пулать, телевизорпа та тем те кăтартаççĕ. Çапах та тăван район пурнăçне туллин те пур енлĕн çутатакан массăллă информаци хатĕрĕ пĕртен пĕрре çеç вĕт-ха! Таçта Турцире е Японире мĕн те пулин пулнине пĕлетпĕр, хамăр районти хыпарсене вара пĕлмесĕ- рех юлатпăр.

Хаçат содержанийĕ лайăхлансах пыни, сăнỹкерчĕксен пахалăхĕ ỹсни çинчен вулакансем пĕлтерсех тăраççĕ. Çивĕч темăсене - унччен çырма юраман- нисене - пĕр хăрамасăрах çĕклетпĕр. Районăн хальхи ертỹçисем пурнăçри чылай çитменлĕхе хаçат пулăшнипе пĕтерме май пур тесе питĕ тĕрĕс шутлаççĕ.

Пĕр пытармасăр калатăп: мана - ватă журналиста - «Пурте лайăх Шăмăршăра, пуçлăхсене - урра! урра!» шухăша номертен номерех вулакансем патне çитерни хытă йăлăхтарнăччĕ. Критика кирлĕ, çĕнĕ шухăш-тĕллев кирлĕ хаçата. Çитменлĕхсене вăхăтра асăрхаса ĕçе лайăхлатма тăрăшмалла. Шăпах çакна кĕтеççĕ те журналистсенчен вулакансем.

Хаçатăн халĕ çĕнĕ тĕп редактор, умри тĕллевсем те çĕнĕ. Редакци район пурнăçне туллин çутатнисĕр пуçне ахаль çынсем çинчен ытларах çырма палăртать. Çĕр çинче, фермăра, вăрман хуçалăхĕнче, строительствăра, ытти отрасльте вăй хуракансен сăнỹкерчĕкĕсем хаçата илем кỹрĕç, вĕсемшĕн ăшă сăмахсем шеллемĕпĕр.

Районти хисеплĕ вĕрентекенсене, сывлăх хуралĕн ĕçченĕсене, ветерансене хаçатра сăмах парăпăр, вĕсен ăслă шухăшне-сĕнĕвне пурте пĕлччĕр тесе тăрăшăпăр.

«Ялтан - яла» рубрикăпа пичетленекен тĕрленчĕксем районти ял тăрăхĕсен пурнăçне тĕрĕс сăнласа парĕç. Редакци ал ĕç ăстисемпе хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем çинчен те ытларах çырма палăртать. Çамрăк талантсене аталанса вăй илме пулăшасси те - пирĕн тĕллев. «Анатри сасăсем» литпĕрлешỹ сăвă-калав çыракансене кашни уйăхрах ятарлă страница уйăрса парĕ.

Хăшĕ-пĕри чăваш хаçатĕнче вырăсла çырнă статьясем те пичетленнĕшĕн редакцие ỹпкелеме пăхать. Кун пирки çапла калам: нумай нациллĕ районта пĕртен-пĕр хаçат тухнипе никама та кỹрентерес килмест. Çавăнпах пысăкрах пĕлтерĕшлĕ статьясене вырăсла та пичетлетпĕр. Пирĕн шухăшпа, çакăншăн пĕрре те кăмăлсăрланма кирлĕ мар. Пурте вырăсла пĕлетпĕр, ăнланатпăр. Çав вăхăтрах хаçат чăваш чĕлхин илемĕпе тасалăхĕшĕн те тăрăшма пăрахмĕ.

Эпĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, ялхуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракансене, фермерсене, учительсемпе медицина ĕçченĕсене, кашни çынна çапла чĕнсе каласшăн: тăван район хаçатне çырăнма манар мар, «Шăмăршă хыпарĕ» кашни çемьенех çитсе савăнăç парнелетĕр.

Хисеплĕ ял-йыш, ваттисемпе çамрăксем! Сирĕн çинче - пĕтĕм шанăç. Укçăр-тенкĕр сахал пулсан та район хаçатне çырăнма май тупсамăр. Хаçатсăр пурнăç - кичем те илемсĕр, кунçул ан ирттĕр вуламасăр-пĕлмесĕр!

Хăтасем, тăхлачăсем -

Тăван ялăн çыннисем!

Ыр хыпар - чуна уçать,

Çырăнар апла хаçат!

Ив.САЛАНДАЕВ, ял пурнăçĕн пайĕн редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика