Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виктор Александров: «Техника ĕмĕрĕ çынран килет»

31 октября 2017 г.

Виктор Александров: «Техника ĕмĕрĕ çынран килет»

УЙ-ХИР шăпланчĕ, пĕр-пĕр лаптăк çинче çеç тракторсем юлашки гектара сухалаççĕ. Ĕлĕкрех, колхоз-совхоз тапхăрĕнче, хура кĕркунне агрономсене отпуск паратчĕç. «Çуркуннеччен çывăрсан та юрать», - шỹтлетчĕç вара çĕр хуçисем. Инженерсем те техникăна хĕл валли упрама лартнă хыççăн канма пултарнă.

- Эпĕ халĕ агроном та, инженер та, зоотехник та, ветеринар та, - йăл! кулать Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Виктор Александров. - Пур ĕçе те пĕр вăхăтра туса пымалла. Олег Анатольевич хăй кăна ĕл- кĕреймест, хуçалăх ĕçĕсем ытларах ман çине тиенеççĕ. Сывлăх пур чух аптăрамастпăр-ха.

Фермер хуçалăхĕ - районта чи лайăх ĕçлесе пыраканнисен шутĕнче. Хиртен кĕрсенех комбайнсене хĕл валли тирпейлĕн упрама лартнă. Икĕ Валерий - Емельяновпа Ефимов - хăйсем ĕçленĕ Дон-1500 Б «хир карапĕсене» вĕр-çĕнĕ пекех тунă. «Пăхсан - ытараймăн, механизаторсене тав тумасăр каяймăн», - терĕ Патшалăхăн техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Матвеев, ретĕн-ретĕн лартса хунă ялхуçалăх машинисене тимлĕн тишкерсе тухнă май.

Кустăрмасене шуратнă, сивĕпе сиенленме пултаракан пайсене склада упрама хунă. Пур çĕрте те таса та тирпейлĕ, чăн-чăн хуçа ĕçлени тỹрех курăнать.

- Техника ĕмĕрĕ вăрăм пуласси çынран килет, - çапла палăртсах каларĕ Виктор Александров. - Эпир укçа хакне пĕлсе ĕçлетпĕр.

Техникăна мĕнле упрама лартнине тĕрĕслекен комисси Çĕнĕ Тăрăнти Алексей Иванов фермер хуçалăхĕнче те пулчĕ. Кунта ют çĕршывсенче туса кăларнă техникăна тирпейлĕн упрани тỹрех курăнчĕ.

«Джон дир», «Дойц-фар-Агротон» тракторсем, Австрире туса кăларнă сеялка, Польшăра хатĕрленĕ удобрение сапаламалли агрегат вăрăм ĕмĕрлĕ пуласса шанас килет. Хамăр çĕршыв техникине те - тĕштырă пуçтарса кĕртмелли икĕ комбайна - çывăх кунсенче хĕл валли упрама лартма шантарчĕ фермер.

Çак кунах Карапай Шăмăршăри Алексеевсен фермер хуçалăхĕнче те пултăмăр. Кунта та техникăна кирлĕ пек упрассишĕн тăрăшни сисĕнчĕ.

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика