Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕхе инкекрен страхлама тăрăшмалла

03 ноября 2017 г.

ĔÇ ТĂВАКАН влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе октябрĕн 30-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хуçалăхсем тата фермерсем выльăх-чĕрлĕхе страхлама васкаманшăн пăшăрханса калаçнă. Ку, паллах, уйрăм çынсене те пырса тивет. Хуçалăхсен страховка тăкакĕсен çуррине бюджетран саплаштараççĕ, эппин, пысăк çухату тỹсесрен çак мелпе усă курмаллах.

Хăрушлăх пысăкки вара куçкĕрет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сыснасен Африка чумипе çыхăннă ĕç-пуçа ахальтен аса илтермен: «Ун чух бюджетран 30 миллон тенкĕ ытла тăкаклама тивнĕччĕ. Çынсем хăйсем те çухату тỹсрĕç. Çийĕнчен сысна ашĕ хакланса кайрĕ».

Африка мурĕ тĕлĕшпе Чăваш Ен хăрушлăх пур территорисен шутĕнчен тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хуçалăхсем республика тулашне сысна ашĕ сутма пултараççĕ. Анчах малашне лейкоз енĕпе çавнашкал чăрмавсем çуралма пултараççĕ. Хальлĕхе чирлĕ ĕнесен сĕтне тирпейлеме йышăнаççĕ-ха, анчах çывăх вăхăтра заводсене çавнашкал продукципе ĕçлемешкĕн чарма пултараççĕ. Апла пулсан, хуçалăхсен йывăрлăха кĕрсе ỹкесрен сыхланма пĕр тăхтамасăр васкавлă мерăсем йышăнмалла.

«Пирĕн тимлĕхе çухатма юрамасть, унсăрăн мĕн патне пырса çитесси пурне те хумхантармалла», - тенĕ регион пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев республика Правительстви сыснасен Африка чумипе ытти чирсем ересрен профилактика ĕçне туса пыма кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнине палăртнă. Çавна май халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн туса пымалла.

Н.ДМИТРИЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика