Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эс те - пĕччен, Эп те - пĕччен…»

03 ноября 2017 г.

«АЧАСЕМ сахал çуралаççĕ», - пăшăрханатпăр демографи кăтартăвĕсене тишкерсе тухнă чух. Районти хăш-пĕр яла кăçал «аист» пачах та вĕçсе килмен. Тĕрлĕ сăлтавпа çын вилнĕ тĕслĕхсем вара сахал мар.

«Ача тума арçын кирлĕ», - шỹтлеççĕ хĕрарăмсем. Арçыннисем пур та-ха, анчах çемье çавăрма васкамаççĕ. Кашни ялтах хусах йĕкĕтсем нумай, хăшĕ-пĕри хĕрĕх çула та çывăхарса пырать ĕнтĕ.

«Хĕр çук ялта», - çапла каласа тỹрре тухасшăн хусахсем. Кунта чăнлăх та пур: хĕрсем шкул пĕтерсенех хуланалла туртăнаççĕ. Яла уявсенче çеç килкелесе каяççĕ. Тахçантанпах хырăнман, мухмăр шăршиллĕ хусахсем вĕсен çумне çыпçăнма та вăтанаççĕ. Ара, хула майри вĕт, чиперкке! Пирĕн çине пăхмасть вăл, хуларах каччă тупнă ĕнтĕ... «Тиркекене тирĕк тĕпĕ»,- тенĕ ваттисем. Çапла суйла-суйлах хăшпĕр хĕр çемьеллĕ пулаймасть, ĕмĕрне пĕчченех ирттерет. Кама айăпламалла кунта? Каччăсене паллашнă чух хăюллăрах пулма, хĕрсене вара сăнпа тата тумпа хитрине кура мар, чун ăшшине туйса пурнăç юлташне суйласа илме сĕнес килет.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн çĕршывра кашни иккĕмĕш мăшăрлану арканать. Ман шутпа, çакă çамрăксен çăмăлттайлăхĕнчен нумай килет. Паян камсем çемье çавăраççĕ-ха? 90-мĕш çулсенче çуралнисем. Вĕсем пурнăçра пĕр-пĕр йывăрлăх тĕл пулсанах уйрăлма васкаççĕ. Чăтăмлăх, кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ çитмест.

Мăшăртан пĕри ĕçкĕç е тỹсме çук кĕвĕç пулни те çемьене аркатма пултаракан пысăк сăлтав.

Тĕрĕссипе вара иккĕн пĕрле никĕс хывма пуçлакан çемьесем çеç çирĕп пулаççĕ. Янтă пурнăç çынна пăсать, пурлăха упăшкипе арăмĕ пĕрле пуçтарсан çеç япала хакне пĕлетĕн. Пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле, ултав-суяна татăклăн сивлемелле.

Тухтăрсем юлашки çулсенче çамрăксем хушшинче ВИЧ-инфекци чирĕ сарăлма пуçланă пирки «чан çапаççĕ».

2000 çултанпа - çак чире чăн малтан тупса палăртнăранпа - пирĕн Шăмăршă районĕнче 15 арçынпа 11 хĕрарăм ВИЧ-инфекци çаклатнине шута илнĕ. Иртнĕ çул çакăн пек тĕслĕхсем пурĕ 6 пулнă, кăçал - 3. Çул ỹсĕмне илсен, çак хăрушă чире çирĕмри-вăтăрти çамрăксем ытларах çаклатаççĕ. Пĕлтĕр утмăл урлă каçнă пĕр арçын та ясар чирĕпе аптăранă. 2000 çултанпа ВИЧ-инфекци çаклатнисен улттăшĕ вилнĕ, çав шутра иккĕшĕ кăçал çĕре кĕнĕ.

Хальхи вăхăтра Шăмăршă районĕнче ВИЧ-инфекципе чирленĕ 13 çын - 10 арçынпа 3 хĕрарăм - пурăнать. Çав шутра пиллĕкĕшĕ - район центрĕнче. Тухтăрсем каланă тăрăх, ВИЧ-инфекци чирне аякка ĕçлеме каякансем ертсе килеççĕ. Чирлисем хушшинче ытларахăшĕ - авланман - качча кайман çамрăксем. Вĕсен пурнăçĕ хурлăхлă вĕçленесси халех паллă. Çăмăлттайлăх мĕн патне илсе çитерме пултарассине пурин те пĕлмелле.

Çамрăксем спортпа туслашччăр, эрех-сăрапа ан иртĕхчĕр, сигарет ан туртчăр, наркотик ан тутанччăр - çак тĕллевпе пĕрлешсе ĕçлемелле паян обществăри тĕрлĕ вăйсен. Каччăсемпе хĕрсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме тăрăшмалла, харпăр-хăй ĕçне йĕркелеме шутлакансене кирлĕ пулăшу памалла.

Шăмăршă тăрăхĕ мĕн ĕлĕкрен çемье çирĕплĕхĕпе палăрса тăнă, уйрăлакансем питех те сахал пулнă. Ялсенче 50-60 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакансем сахал мар. Вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Чечек çинчен чечек çине вĕçсе çỹрекен лĕпĕш пек пулмалла мар, суйласа илнĕ çынпа ĕмĕр тăрăшшĕпех юратса та шанса пурăнмалла.

«Не измены боюсь - предательства.

Не волнений боюсь - покоя.

Наивысшее надругательство -

Третьим быть, где должно быть двое!» -

пĕр сăвăç çырнă çак йĕркесене çамрăксем вуласан кăштах та пулин усă пулĕччĕ тесе шутлатăп.

Ив.САЛАНДАЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика