Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Петр Фомин: «Пурнăçăм - халăх умĕнче»

03 ноября 2017 г.

Петр Фомин: «Пурнăçăм - халăх умĕнче»

1. Умĕн калани

ÇЫННА лайăх пĕлсе çитмешкĕн унпа пĕрле пĕр пăт тăвар, пĕр кăмака çăкăр çимелле тенĕ ваттисем. Петр Ивановича эпĕ 43 çул пĕлетĕп. Вăтăр çул ытла унпа пĕрле ĕçленĕ, çирĕм икĕ çул Петр Фомин район хаçачĕн редакторĕн йывăр та пуçлăхсем умĕнче хисеплех мар лавне туртса пычĕ.

Çырма юраман темăсем, критиклеме чарнă хуçалăхсемпе пуçлăхсем... Кама юрамаллине те пĕлмелле марччĕ, тĕрĕс çырсан та санах ухмаха хăваратчĕç...

Редактор ĕçĕ мĕн тери йывăррине пĕлекенни - пĕлет, пĕлменни - пĕлмесĕрех юлать. Мĕншĕн тесен Петр Иванович нихăçан та чунпа хуçăлмастчĕ, «çỹлтисем» хăйне ятласан та çиллине коллектив çине яман. Пĕчĕк ĕç укçипе тăрăшакан хаçатçăсене редактор сăмахпа та пулин хавхалантарма тăрăшатчĕ: çырăр, халăха хумхантаракан темăсене çĕклĕр, хамăра вăрçсан та пирĕн тĕрĕс çултан пăрăнма юрамасть!

«Пире ăс панă аттесем,

Ĕçре кăна телей тупма», - тетчĕ Петр Иванович вăрăма тăсăлнă планерка хыççăн йăвашшăн çеç кулса илсе.

2. Ачалăхпа çамрăклăх çулĕсем

ШĂМĂРШĂ тăрăхĕнчи чи илемлĕ ялсенчен пĕринче - Ярăславра - çут тĕнчене килнĕ Петр Фомин. Çемьере сак тулли ача-пăча, Петя - чăн кĕçĕнни. Апла пулин те ачаш ỹсмен вăл. Йышлă ачаллă çемьере ĕçлемесĕр пурăнайăн-и?

1955 çулта Ярăславри пуçламăш шкула вĕренме кайнă. Малтанхи учительницине - Юлия Павловна Фоминана (Крылована) халĕ те юратса аса илет. Кая- рахпа шкулта Анатолий Петрович Петров тата Анатолий Степанович Малеев учительсем ĕçленĕ, ачасене тарăн пĕлỹ пама тăрăшнă. Пуçламăш пĕлỹ илнĕ хыççăн Петя Васанти çичĕ çуллă шкулта вĕренĕве малалла тăснă. Улттăмĕш класра ăна пионер отрячĕн Совечĕн председателĕ пулма суйланă. Çиччĕмĕш класра комсомола кĕнĕ. Çак савăнăçлă та асра юлмалли самантсене Петр Иванович ачалăхри телейлĕ тапхăр тесе шутлать.

Васанта вăтам шкул уçăлсан, Петр Фомин кунта 11 класс пĕтерсе алла аттестат илет. 1966 çулхи октябрьте ăна Совет Çарне службăна кайма повестка параççĕ.

3. Аякра , Германи çĕрĕнче ...

Ярăслав каччи Германири Совет çарĕсен ушкăнĕнче (ГСВГ) службăра тăрать. Вунпĕр уйăх оруди наводчикĕ тата танк командирĕ пулма вĕрентеççĕ. Петр Фомин взводра пур дисциплинăпа та чи лайăххисенчен пĕри пулнă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн Веймер хули çывăхĕнче вырнаçнă танк полкĕнче службăна малалла тăсать. Виçĕ уйăхран Петр Фомина кĕçĕн сержант званийĕ парса Т-62 танк командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çак чаçра службăра тăнă чух чăваш каччине ГСВГ главнокомандующийĕ Кошевой алă пуснă Грамотăпа наградăлаççĕ, унăн сăнỹкерчĕкне полкри Хисеп хăми çине вырнаçтараççĕ.

Икĕ çул ытла салтакра пулнă хыççăн чи лайăх воинсене запасри офицерсем хатĕрлекен виçĕ уйăхлăх курсра вĕренме сĕнеççĕ. Петр Фомин хăйпе пĕрле службăра тăракан Асанкасси каччипе Николай Кавалеровпа çак курсра вĕренсе кĕçĕн лейтенант званине илет. Тăван ялне 1968 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче таврăнать.

4. Вĕреннĕ, ĕçлен...

ХĂЙĔН ĕç биографине Петр Фомин 1969 çулта Чулхулари (ун чух Горький хули пулнă) пĕр çар заводĕнче фрезеровщикра ĕçленипе пуçлать. Анчах хула пурнăçĕ ăна килĕшсех пĕтмест - 1970 çулта яла таврăнса Ярăслав клубĕн заведующийĕнче тăрăшать.

Шкулта вĕреннĕ чухнех район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнăскер, Петр Фомин «Коммунизм çулĕ» (пирĕн хаçат ун чух çак ятлăччĕ) хаçатăн чи маттур обществăлла корреспондечĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Çак туртăм ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕме хистет. Университетри чи ырă та илемлĕ самантсене, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене Петр Иванович халĕ ăшшăн аса илет. Каникул кунĕсенче район хаçачĕн редакцине вăхăтлăха ĕçе вырнаçса ăсталăхне ỹстерет. 1975 çултанпа вара пуçĕпех журналистикăна кỹлĕнет: çырусен пайĕн заведующийĕ, редактор заместителĕ, редактор...

Ĕçленĕ хушăрах Петр Иванович тепĕр пĕлỹ те илчĕ, партин Чулхулари аслă шкулĕнчен вĕренсе тухрĕ.

Хисеплĕ çыннăмăра, пултаруллă журналиста район Совечĕн депутачĕ пулма суйласа чыс турĕç. Вăл çавăн пекех парти райкомĕн бюро членĕ те пулчĕ. Мал- тан СССР, унтан Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн республикăри правленийĕн членĕ пулма та суйларĕç. Пур ĕçре те Петр Иванович хăйне лайăх енчен çеç кăтартрĕ.

Каярахпа, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомне ертсе пынă чух, Петр Фомина партин VI съзчĕн делегатне суйлани те ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.

Тỹрĕ кăмăлпа нумай çул хушши ĕçленĕшĕн, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Петр Ивановича Раççей Журналистсен союзĕн правленийĕн, Чăваш Республикинчи Пичет Министерствин, «Единая Россия» партин Тĕп Комитечĕн, Раççейри ветерансен Канашĕн Президиумĕн тата ытти органсен Хисеп гра- мотисемпе наградăланă. 1997 çулта ăна «Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят илнĕ илнĕ ятпа чун-чĕререн саламларăмăр.

5. Çем ье, ачасем , мăн уксем ...

ВИÇĔ АЧА ашшĕ, 8 мăнук аслашшĕ тата кукашшĕ Петр Иванович. Юратнă мăшăрĕпе Мария Иванов- нăпа кăвакарчăнсем пек килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеп- лесе пурăнаççĕ. Ачисем виççĕшĕ те пысăк вырăнта тăрăшаççĕ.

Çитмĕле çитрĕ пулин те, Петр Иванович çамрăк чухнехиллех вăр-вар-ха. Темиçе çул хушши ĕнтĕ вăл ветерансен районти Канашне ертсе пырать. Çак Канаш - республикăра чи лайăх ĕçлекеннисен шутĕнче.

Çарпа патриотизм ĕçне те хастар хутшăнать отставкăри капитан. ГСВГ ветеранĕсен районти организацийĕн хисеплĕ членĕ çамрăксемпе тĕл пулса Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем çинчен чуна хумхантармалла каласа парать. Петр Иванович Шăмăршă районĕн Асăну кĕнекине кăларма та хĕрỹллĕн хутшăнчĕ. Кăçал вара район Энциклопедине хатĕрлес тĕлĕшпе ырми-канми ĕçлерĕ. Тăван çутçанталăка хỹтĕлес ĕçре лайăхпа палăрнăшăн Петр Маркин ячĕллĕ республика премине те тивĕçрĕ.

ПĂХСА тăратăп та ун çине, тĕлĕнетĕп: пур ĕçе те хутшăнма ăçтан кăна вăй-хал çитерет-ши? Район хаçатне те манмасть, çула май çĕнĕ статьясем кĕртсе хăварать. Районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать, çамрăксене те ырă тĕслĕх кăтартать.

Хисеплĕ Петр Иванович! Çуралнăранпа 70 çул тултарнă ятпа Сире чунтан-чĕререн саламлатпăр, юман пек çирĕп сывлăх, çав тери вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Сумлă юбилейпе Петр Ивановича мăшăрĕпе ачисем, мăнукĕсем, хăтисемпе тăхлаччисем, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем те ăшшăн саламлаççĕ, вăрăм ĕмĕр, телейлĕ кун-çул сунаççĕ.

Хам енчен вара çак йĕркесене халалласшăн:

Çамрăк чух эс пулнă Петĕр,

Халь вара - Петр Иванччă.

Ывăнмасăр, чирлемесĕр

100 çула çитсен аванччĕ!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика