Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Аврора» туппи пĕрре персех тĕнчене кисретнĕ

03 ноября 2017 г.

НОЯБРĔН 7-мĕшĕнче Октябрьти социализмла революци пулнăранпа 100 çул çитет. Астăватăп-ха, Октябрь уявне кашни çулах чаплăн паллă тăваттăмăр, клубра шкул ачисемпе учительсем концерт лартса халăха савăнтаратчĕç.

«Эпир пурте - Октябрь ачисем», - çапла калатчĕç пирĕн вăхăтра. Пĕрремĕш класра вĕреннĕ чух октябреноксен йышне илнине ăçтан манайăн-ха тата? «Октябреноксем - чи лайăх ачасем. Выляççĕ те юрлаççĕ, хаваслă пурăнаççĕ», - çак сăмахсене шкул коридорĕнче пысăк саспаллисемпе çырса çапнăччĕ.

1991 çултан пуçласа пирĕн истори кăлтăрмач пек çаврăнма тытăнчĕ те, çултан çул Октябрь революцийĕн пĕлтерĕшĕ те тĕксĕмленнĕçемĕн тĕксĕмленсе пычĕ. Историри чăн тĕслĕхсене пăсса кăтартма тытăнни те вăрттăнлăх мар.

Çапах та, иртнине çав тери хурласа тăкас текенсем пур пулин те, пирĕн хамăрăн историе манма юрамасть. Енчен те совет влаçĕ пулман пулсан эпир тĕттĕмлĕхрен тухма пултараттăмăр-ши? Çĕршыв экономики тĕрекленсех пынине, çĕнĕ хуласем ỹссе ларнине, промышленноç предприятийĕсем çĕклен- нине, халăх пурнăçĕ лайăхлансах пынине пирĕн ăру çыннисем хăйсен куçĕсемпе курнă. Совет Союзĕ тĕнчери чи хăватлă та чи вăйлă патшалăхсенчен пĕри пулнине те эпир манса кайман-ха.

Халăхсем хушшинчи туслăх çирĕпччĕ, ăçта кайсан та пире çывăх тăван вырăнне хурса хисепленĕ. Çынсем ыранхи кун паянхинчен лайăхрах пуласса ĕненнĕ.

Чăнах та, çĕршыв пурнăçĕнче тĕрлĕ пăтрашуллă ĕçсем те пулман мар, пĕр айăпсăр çынсене айăпласа тĕп тунине истори манма хушмасть. Çĕршывра пĕр парти пуç пулса тăнă тапхăрта уççăн калаçма та юраман, енчен те влаçа е пуçлăхсене критиклесен сан çулна пỹлсе хунă. Нумай ăслă - пуçлă çын çавна пулах инкек тỹснĕ. Иртни текех нихăçан та ан таврăнтăрах, пире çураçупа килĕшỹ çеç малалла кайма пулăшĕç.

Акă мĕн шутлаççĕ-ха Октябрь революцийĕ пирки район çыннисем.

Федор КАРГИН,

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Кивĕ Шăмăршă ялĕ:

- Октябрьти революци пулман пулсан пирĕн çĕршыв тĕнчери чи вăйлă патшалăх пулаймастчĕ, иртнĕ вăрçăра нимĕç фашисчĕсене те çĕнтерейместчĕ. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ çав тери çирĕп пулнă, пире Тăван çĕршыва чĕререн юратма воспитани панă. Совет влаçĕн çулĕсене эпĕ ырăпа кăна аса илетĕп.

Таисия ГУРОВА,

сывлăха сыхлас ĕç ветеранĕ, Раççей хисеплĕ донорĕ, Шăмăршă ялĕ:

- Октябрь вăл - пирĕн истори, çĕршыв кунçулĕ. Историе манма юрамасть. Октябрьти революци 100 çул тултарни, ман шутпа, питĕ паллă событи.

Абдулазян АБУЛЬХАНОВ,

пенсионер, Асанкасси ялĕ:

- Халăх экономика кризисĕ пĕтессе, пурнăç лайăхланса пырасса шанать. Пире хирĕçỹпе çапăçу кирлĕ мар. Октябрь уявне çĕршывĕпех паллă тунине эпĕ ырлатăп.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика