Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виç хĕрарăм - пĕр пасар…

10 ноября 2017 г.

Виç хĕрарăм - пĕр пасар…

ФЕРМЕРСЕНЧЕН эпир ытларах кĕтнĕччĕ. Утмăлăн вĕт-ха вĕсем, кашнийĕ вуншар михĕ тырă е вуншар килограмм аш-какай тиесе тухсан та ярмăркка кĕрлесе-шавласа çеç тăмаллаччĕ, халăх кăмăлĕ те тулатчĕ. Халĕ вара эпир çынсене ярмăрккана килме хаçатра хитре-хитре сăмахсемпе йыхравлани пуш параппан çапни пекех пулчĕ. Ку - манăн шухăш. Тен, ыттисем урăхларах калĕç?

Фермер вăл - предприниматель, пĕчĕк бизнес хуçи. Апла пулсан, продукци туса илнипе пĕрлех ăна вырнаçтарма та пултармалла. Шăпах çакă - хамăр çитĕнтернине сутса укçа тума пултарайманни - ура хурать те фермер хуçалăхĕсене аталанма. Тен, çакă ĕмĕртен пыракан йăла пулĕ - эпир тар кăларса ĕçлеме хăнăхнă, суту-илỹ тума вара вĕренмелле те вĕренмелле-ха.

Иртнĕ эрнекун район центрĕнче те ярмăркка,те ахаль пасар пулчĕ-ши, çапах та тăрăшакансем хăйсем туса илнĕ ялхуçалăх продукчĕсене аванах сутма пултарчĕç. Акă, Карапай Шăмăршăри хастар фермерсем - Алексеевсем - пĕр машина тулăпа урпана питĕ хăвăрт сутса пĕтернĕ хыççăн тепре те тиесе тухрĕç. Хальхинче те машина часах пушанчĕ.

Васанти Игорь Быков фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Юрий Старшов та кăмăллă: мĕн илсе тухни пурте хăвăрт сутăннă.Юрий Артемьевич туянаймасăр юлнисене хуçалăх складне пырса илме сĕнчĕ. Техникăллисем пырĕç те-ха, анчах вăй-халсăр пенсионерсемшĕн çак продуктсене Шăмăршăрах туянсан, киле çитерсех парсан аванрах пулмĕччĕ-ши?

«Искра» СХПК тулăпа сĕлĕ, Анат Чаткасри Андрей Юнкеров фермер тулă сутрĕç. Патирекри ăста пахчаçăн Радик Петрович Севрюгинăн ывăлĕ - Петр - купăста сутса самаях тупăш курчĕ. Çак пахчаçимĕçе кăçал вĕсем 3,5 гектар çинче çитĕнтернĕ, тухăçĕ темиçе пасара илсе тухма та çитет.

Килти хуçалăхра туса илнĕ хур-кăвакал, сысна ашĕ, пыл сутакансем те кăмăл-ăр юлмарĕç. Васан ялĕнчи Валерий Козлов, акă, кăвакал тушкисене самантрах сутса пĕтерчĕ. Валерий Васильевич пыл та сутрĕ, сывлăхшăн çав тери сиплĕ çак продукта кăçал Мускава 180 килограмм ăсатни çинчен каларĕ. Васан пылне унта та савăнсах туянаççĕ иккен.

Шел те, суту-илĕве йĕркелекенсем ярмăркка пасартан мĕнпе уйрăлса тăнине шута илес темен. Ярмăркка вăл илемлĕ те хаваслă мероприяти пулмалла, ир пуçласа халăх саланичченех юрă-кĕвĕ янăрамалла. Эпир вара: «Виç хĕрарăм - пĕр пасар» ăнлавран нумай мала каяймарăмăр. Ял ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе халăха савăнăç парнелесен начар пулатчĕ-ши вара?

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика