Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунĕн-çĕрĕн йĕрке хуралĕнче

10 ноября 2017 г.

Кунĕн-çĕрĕн йĕрке хуралĕнче

Чтоб криминал изчез навеки,

И законность правила везде,

Чтоб жилось спокойно человеку -

На посту сотрудник МВД.

Он всегда, и в праздники, и в будни,

Трудятся без отдыха и сна,

Пусть же каждый день счастливым будет,

И в душе всегда цветет весна!

Хамăн статьяна çак сăвă йĕркисемпе ахальтен пуçламарăм: паян - ноябрĕн 10-мĕшĕнче - пирĕн пысăк уяв вĕт-ха! Раççей милицине туса хунăранпа 100 çул çитрĕ.

1917 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Раççей Шалти ĕçсен наркомачĕ «Рабочи милицийĕ çинчен» постановлени йышăннă. 1962 çултанпа патшалăх уявне - Милици кунне - паллă тума пуçланă. 1991 çулта Федерацин «Милици çинчен» саккунĕ вăя кĕнĕ. 2011 çултан Раççей полицийĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелекен сак- кунсене палăртнă, пĕтĕм организаципе штат тытăмне оптимизацилемелли мероприятисем ирттернĕ. Çĕнĕ саккунсем вăя кĕнĕ хыççăн право сыхлавĕн сотрудникĕсем çĕнĕ ят илчĕç. Уяв çине те витĕм кỹчĕ вăл - Шалти ĕçсен сотрудникĕн кунĕ ята тивĕçрĕ.

Шалти ĕçсен органĕсенче службăра тăрасси - чи йывăр та ответлă, çав тери питех те кирлĕ ĕç. Полици сотрудникĕсем кунĕн-çĕрĕн обществăлла йĕркелĕ- хе, халăх пурнăçĕн лăпкăлăхне сыхлаççĕ. Преступленисен çулне пỹлес, тунă преступленисене уçса парас тĕллевпе кăнтăрла та, çĕрле те тĕрлĕ вырăна çитме тивет вĕсен. Районти полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăн- сене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, çулçỹрев йĕркисене пăхăнассине тивĕçтерес, терроризма, коррупцие, ытти сиенлĕ пулăмсене хирĕç тивĕçлипе кĕрешес тата ытти тĕллевпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

Уяв саманчĕпе усă курса, Д. Сейфуллов участковăй уполномоченнăя, А. Азизов оперуполномоченнăя, дознани пайĕн сотрудницине И. Мульдиярована тата ытти нумай ĕçчене чун-чĕререн тав тăватăп. Пирĕн коллектив çамрăк пулнине те палăртмалла. Харсăр, хăюллă, шанчăклă çынсем ĕçлеççĕ полицире. Шалти ĕçсен сотрудникĕн кунĕ ячĕпе хамăрăн хисеплĕ ветерансене те хĕрỹллĕн саламлатăп.

Пурне те ырлăх-сывлăх, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшỹпе юрату сунатăп.

Р. ИДРИСОВ, полицин Шăмăршă районĕнчи пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика