Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçару бюджечĕ е «Халăх сурать - кỹлĕ пулать» тени тĕрĕс-ши?

14 ноября 2017 г.

Пуçару бюджечĕ е «Халăх сурать - кỹлĕ пулать» тени тĕрĕс-ши?

ВЫРĂНТИ влаç ĕçне хутшăнса бюджет укçине мĕнле тăкакланине тĕрĕслесе тăмалли тĕп мелсенчен пĕри - граждансен пуçарулăхне ỹстерни. Çынсем аяккинчен пăхса тăрса «çул кирлĕ, кĕпер тумалла» тесе çеç ан ларччăр, ял нушисене пĕтерме хăйсем те хастар хутшăнччăр.

Вырăнта чăн малтан хăш ыйтусене татса памаллине ял-йышран ытларах кам пĕлтĕр? Ял тăрăхĕн администрацийĕ бюджет укçипе мĕнле усă курассине депутатсемпе пĕрле кăна татса пани çителĕксĕр, халăх пухăвĕнче сỹтсе явса кашнин шухăшне шута илмелле. Вара тĕрĕс йышăну тума та, вăл е ку ĕçе пуçăнмашкăн укçа-тенкĕ шыраса тупма та май пулĕ.

2017 çулта пирĕн районта «Пуçару бюджечĕ» программăпа территорие тирпей-илем кĕртес ĕç анлăн сарăлнине палăртмалла. Пысăк ĕçе халăх укçипе пуçăнаççĕ те, кайран бюджет пулăшнипе вĕçлеççĕ.

Хăшпĕр ĕçсене кăна асăнса хăварар: Васан ялĕнчи масар патне çити чул сарса 400 метр тăрăшшĕ çул тунă, Карапай Шăмăршăра ял масарĕ йĕри-тавра 700 метр тăрăшшĕ карта тытнă тата пĕчĕк пỹрте тĕпрен юсанă, Кахăрлă Шăхалĕнче масар патне пымалли кĕпере çĕнетнĕ, Вырăс Чукалĕнче вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă парк тавра тимĕртен 100 тăваткал метр чухлĕ карта тытнă, Шăмăршăри Космовский урамĕнче 1100 метр тăрăшшĕ тротуар сарнă, Пăчăрлă Пашьелĕнче вăтам шкул тавра тимĕртен 400 метр тăрăшшĕ карта тытса тухнă, Кивĕ Чукалти Совет урамĕнче шыв юхмалли пăрăх вырнаçтарнă, Палтиелпе Патирекре ача-пăча вылямалли площадкăсем тунă тата ытти те.

Çынсем хăйсен вăйĕпе пурнăçланă ĕçе чăннипех те хаклаççĕ, мĕн тунине упрама тăрăшаççĕ. «Ку манăн мар, патшалăхăн», - тесе алă сулакансем те пулмĕç, мĕншĕн тесен çул е кĕпер тума халăх укçи те кайнă. Апла пулсан, ваттисем: «Халăх сурать - кỹлĕ пулать», - тесе пĕрре те юптарса каламан!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика