Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лапка-лапка юр çăвать – мĕнпур çỹп-çапа хуплать…

14 ноября 2017 г.

«МИÇЕ хутчен ăнлантарман-ши çынсене?». Крылов юптаруçă тахçан ĕлĕкех çырнă çак сăмахсене Шăмăршă урамĕсемпе иртсе çỹренĕ чух яланах аса илетĕп. Тирпейлĕ те илемлĕ пурăнмалли, тăван ял чысĕшĕн тăрăшмалли çинчен район хаçатĕнче вун-вун статья пичетленĕ, вун-вун пухура калаçнă. Шел, тавралăха варалама çав-çавах чарăнмастпăр. Аслă урамра та, ыттисенче те унта та кунта усă курнă пластик савăт-сапа, целлофан пакетсем, тĕрлĕ ăпăр- тапăр йăваланса выртнине курма пулать.

Çак тасамарлăх ял, район ятне ярать, республикăран е ытти çĕртен килекен хăнасем умĕнче пите хĕретет.

Таçтан уйăх çинчен анса çỹп-çап пăрахса хăвармаççĕ вĕт-ха пирĕн урамсене, хамăрах варалатпăр. Конфет е шăккалат çиетпĕр - хутне урама пăрахатпăр, сигарет пачки пушанать - каллех газон çине ывăтатпăр. Сăра е лимонад ĕçекенсем те тавралăха варалаççĕ. Ăçтан йĕрке пултăр-ха ĕнтĕ капла пурăнсан? Тирпейлĕхшĕн кашни çын тăрăшмасан, пирĕн хыççăн нихăçан та тасатса-тирпейлесе пĕтереймĕç.

Кăçал, Шăмăршăри Космовский урамĕнче тротуар тунă вăхăтра, çынсем газон тăрăх унта та кунта сукмак хывнăччĕ. Халĕ тротуарĕ те пур, çапах та газона таптама çав-çавах пăрахмаççĕ. Унччен кунта куçа илĕртсе ем-ешĕл курăк çитĕнетчĕ пулсан, халĕ кĕтỹ хыççăнхи тапăр пекех туйăнать. Мĕншĕн çапла хăтланатпăр-ха, ентешĕмсем? Ваттисен çамрăксене ăс памалла, газон тăрăх мар, тротуарпа утма асăрхаттарсах тăмалла. Ача садĕнче те, шкулта та тирпей-илемшĕн тăрăшма вĕрентмелле.

Çырма-çатра хĕрринче, вăрманта мĕн чухлĕ тасамарлăх йăваланса выртать тата? Кăçал - Экологи çулталăкĕнче - мĕн те пулин турăмăр-и-ха çутçанталăк тасарах та илемлĕрех пултăр тесе? Шел, питех те сахал. Тасатас-тирпейлес вырăнне варалакансем нумайланчĕç пек туйăнать тепĕр чух.

Чăнах та, ял тăрăхĕн администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ çак йĕркесĕрлĕхе пĕтерессишĕн сахал мар тăрăшать, ĕçшĕн чунпа çунать. Тирпей-илем тумалли пирки вун-вун çынна асăрхаттарнă вăл. Шел, хальлĕхе халăх ăнланулăхĕ палăрмаллах ỹсрĕ теме çук. Унччен тĕрлĕ тасамарлăха кăнтăр кунĕнчех кăларса ывăтатчĕç пулсан, халĕ урама каçхине, çын курман чухне варалаççĕ.

«Мĕншĕн пăшăрханан эсĕ? Акă, юр çăвать те, пĕтĕм тавралăха хупласа хурать. Ун чух сигарет пачкисем те, сăра савăчĕсем те курăнмĕç», - лăплантараççĕ мана юлташсем.

Çапла, Хĕл Мучи килсе çитиччен нумай юлмарĕ, юр çусан пур çĕрте те тирпейлĕ те илемлĕ пек курăнĕ. Анчах хĕл иртсен каллех çуркунне çитет вĕт-ха, юр айне пытаннă тасамарлăх та куç умне тухĕ. Тата хĕл каçа шурă юр çине пăраха-пăраха хăварнă çỹп-çап та тавралăха илем кỹместех.

Хăçантан - хăш уйăхпа хăш кунтан - тирпейлĕ пурăнма тытăнăпăр-ха, ентешсем? Çитес çула - Йытă çулне - ирĕкре çỹрекен йытăсен сассипе, пур çĕрте те çỹп-çап тăкса тултарнипе кĕтсе илсе ăсатма пултарасси чуна ыраттарать.

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика