Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концерт пăхса савăнчĕç, юрларĕç те ташларĕç…

14 ноября 2017 г.

ЧАТКАССЕМПЕ палтиелсемшĕн иртнĕ вырсарникун чăннипех те пысăк уяв пулчĕ.

Анат Чаткасри Культура çуртĕнче вĕсем чаплă концерт пăхрĕç. Хăнара ЧР тава тивĕçлĕ артисткисем Ольга Луковăпа Надежда Заводскова юрăç тата композитор, музыкант, «Нарспи» поэма мюзиклăн авторĕ Михаил Луков пулчĕç. Куракансене юрăçсен чăваш тумĕ те, чуна тыткăнлакан сасси те, юрлас ăсталăхĕ те тĕлĕнтерчĕ-килентерчĕ. Михаил Луков хут купăспа тăван кĕвĕсене калани, хăй çырнă юрăсене тата вырăс халăх юррисене хăватлăн та çепĕççĕн шăрантарни, К. Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспийĕн» поэмине пăхмасăр калани залри халăха чăн-чăн талантпа паллашма май пачĕ. О.Лукова Анат Чаткасри Лидия Хрисанова юрăçпа - «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕн хастарĕпе - «Упра мăшăрна» юрра пĕрле, икĕ сасăпа юрлани концерт программине чĕрĕлĕх кỹчĕ.

Куракансем юрăçсен кашни юрри-кĕввине ăшшăн йышăнчĕç, хăнасене тăвăллăн алă çупса саламларĕç, тав турĕç. Хăйсем те профессионал юрăçсемпе пĕрле юрларĕç. Паллах, хавхалану туйăмĕпе хĕмленсе ташша яракансем те пулчĕç.

Тăван чĕлхене, юрра-кĕвве упракансене пырса курманнисем чăннипех те хăйсемшĕн нумай çухатрĕç.

З.Свеклова , Анат Чаткас - Палтиел.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика