Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валерий Любимова асăнса - турнир

14 ноября 2017 г.

ШĂМĂРШĂСЕМ Валерий Любимов тренера юратса аса илеççĕ. Валерий Николаевич 1983-1995 çулсенче районти спорта аталантарассишĕн пысăк вăй хунă, вăл ертсе пынă ачасен футбол команди республика тата Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те лайăхпа çеç палăрнă.

Иртнĕ шăматкун Валерий Любимов тренера асăнса Шăмăршăри Культура Керменĕн спорт залĕнче мини-футбол турнирĕ пулчĕ, унта 7 команда хутшăнчĕ. Çивĕч кĕрешỹре ачасен командисем хушшинче «Колосок-1» - пĕрремĕш, «Колосок-2» - иккĕмĕш, «Колосок-3» - виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Çамрăксен командисенчен «Тайфун» мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - «Молодежь» тата «Ветераны» командăсем. Владислав Юманов вратаре, Юрий Борисов хỹтĕлевçе, Руслан Харитонов тапăнса вылякана, Эдуард Михайлов капитана «Чи лайăххисем» тесе палăртрĕç.

Командăсене Грамотăсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Оргкомитет ăмăртăва ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн А.Удина, В.Любимова, П.Макарова, Н.Гасымова, Е.Кудряшова, М.Яковлева, С.Кузьмина, А.Вазанова, О.Хлюкина, В.Ермошкина, Д.Трофимова, С.Хафизова чĕререн тав тăвать.

В.АНТОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика