Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Аист мĕншĕн пирĕн яла вĕçсе килмест-ши?» - пăшăрханаççĕ Патирек ачисем

17 ноября 2017 г.

«Аист мĕншĕн пирĕн яла вĕçсе килмест-ши?» - пăшăрханаççĕ Патирек ачисем

ЮНКУН Пĕрлĕхлĕ информаци кунне ирттерме пирĕн района Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов ертсе пыракан ушкăн килнĕ.

Ĕçлĕ ушкăна Шăмăршăра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков кĕтсе илчĕ, Информаци кунне кĕртнĕ ыйтусем пирĕн районта мĕнле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Информаци ушкăнĕ малтанах район администрацийĕнче ĕçлекенсемпе тĕлпулу йĕркелерĕ, республикăра тата районта демографи политики мĕнле пурнăçланса пыни, наркомани сарăлнине чарас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнни тата пушар тухас хăрушлăха чакарас енĕпе профилактика ĕçне вăйлатасси çинчен калаçу ирттерчĕ.

Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков, Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов тата республикăри «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина Палтиел ял тăрăхне çитсе халăхпа тĕл пулса калаçрĕç.

Информаци ушкăнĕ Палтиелĕнчи вăтам тата Патирекри пуçламăш шкулсен коллективĕсемпе уçă калаçу йĕркелерĕ, Патирекри фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ.

Демографи политики пирки калаçнă май, Александр Коршунов Патирекре кăçал миçе ача çурални пирки ыйтрĕ.

- Пĕрре, - пулчĕ хурав. - Пуçламăш шкулта халĕ 15 ача вĕренет, çитес çул пĕрремĕш класа килекен те çук.

Шкул çуртĕнче вырнаçнă ача садне 8 ача çỹрет иккен.

Министр ял çыннисене, уйрăмах çамрăк çемьесене демографи ыйтăвне татса пама тăрăшмалли çинчен аса илтерчĕ.

Икĕ ялĕнче те ача-пăча вылямалли площадкăсем тăваççĕ, Патирекре хоккей коробки те ăсталама пуçланă. Ачасемпе çамрăксем валли спорт залĕсем ĕçлеççĕ.

«Аистсем мĕншĕн пирĕн яла вĕçсе килмеççĕ-ши?» - çапла пăшăрханса калаçрĕç пирĕнпе Патирек шкулĕ умĕнче иккĕмĕш-виççĕмĕш классенче вĕренекен ачасем.

Пĕчĕккисен сăмахĕ, ман шутпа, Информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕ пулчĕ. Чăнах та, мĕншĕн?

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тепĕр çумĕ Олег Алексеев, Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕн директорĕ Владимир Доброхотов тата Патшалăхăн регионти стандартизаци, метрологи тата сăнав центрĕн директорĕ Сергей Абрамов Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта пулнă тата ял халăхĕпе тĕл пулса калаçнă. Информаци ушкăнĕсем çав кун район çыннисене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика