Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ан кай, ывăлăм, хулана…»

17 ноября 2017 г.

РАЙОНТИ хуть те хăш яла кайсан та çамрăксене сахал тĕл пулатăн. Шупашкартан спектакль е концерт лартса пама килсен те залра аслă ăру çыннисемпе вĕтĕр-шакăра çеç куратăн. «Сирĕн çамрăкăрсем ăçта?» - ыйтнăччĕ пĕррехинче залри халăхран чапа тухнă эстрада юрăçи. Ăçти паллă ĕнтĕ: кам - Мускавра, кам - Питĕрте. Каччăсенчен нумайăшĕ салтакран килсенех хулара ĕç тупнă, хĕрсем шкул хыççăнах ялтан кайнă.

Çывăхартса кăна шутласан та, пирĕн районтан çĕршыври тĕрлĕ хулана 1 пин ытла вăйпитти арçын ĕçлеме çỹрет. Юлашки çулсенче çамрăк хĕрарăмсем те Мускав еннелле туртăнма тытăнчĕç. Мĕн калас: пурăнмалла вĕт, халĕ укçасăр нимĕн те тăваймăн.

«Ялта ĕçлесе пысăк укçа илеймĕн», - теççĕ çамрăксем. Тата ĕçĕ те пурин валли çитмест. Бюджет тытăмĕнче темиçе çамрăк ĕçлĕ-ха, ыттисен ăçта каймалла?

Çĕр илсе фермер хуçалăхĕ йĕркелес текенсем сахал, мĕншĕн тесен çак йывăр ĕç чылайăшне хăратать. Пĕчĕк предпринимательлĕх ĕçне те çамрăксем килĕштерсех каймаççĕ. Мĕншĕн тесен шкулта тата çемьере предприниматель пулма вĕрентмен, алă вăйĕпе кăна мар, пуçпа ĕçлесе укçа-тенкĕ ытларах тума май пуррине эпир кая юлса ăнланса илетпĕр.

Район центрĕнче предприятисем çукки те ĕç шыракансен çулне пỹлет. Ĕлĕкрех пĕр Шăмăршăра кăна 500 ытла каччăпа хĕрĕн яланхи ĕç вырăнĕ пулнă. Çак цифрăна эпĕ шухăшласа кăларман, хупăннă предприятисенче ĕçленĕ çынсенчен ыйтса пĕлтĕм. «Сельхозтехника» тата «Сельхозхимия» пĕрлешĕвĕсенче, райпромкомбинатра, вăрман хуçалăхĕн цехĕсенче, кирпĕч завочĕпе райпора, сĕт-çу заводĕнче тата ытти çĕрте çамрăксен кулли-калаçăвĕ илтĕнсе тăратчĕ. Каччăсемпе хĕрсем мăшăрланнă çыççăн хамăр районтах юлнă, ача-пăча çуратса яла илем кỹнĕ.

Хальхи çамрăксем Чаткасра, Палтиелĕнче, Пуянкассинче, Пăчăрлă Пашьелĕнче, Чукалта, Патирекре тата ытти ялта мĕншĕн çакăн пысăкăш шкулсемпе ача сачĕсем туса лартнинчен тĕлĕнеççĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулĕсенче ĕçленĕ пуçлăхсене критиклеççĕ.

Ман шутпа, шкулсемпе ача сачĕсене мал ĕмĕтпе, çамрăксем яла юласса шанса, вĕсем валли ĕç вырăнĕсем çителĕклĕ пуласса ĕненсе тунă. Никам та патша- лăх укçи-тенкине çилпе вĕçтерес темен.

Шел, ырă ĕмĕтсем пурнăçа кĕреймерĕç, çамрăксене яла çирĕплетсе хăварас тесе вуншар çул хушши нимĕн те тумарăмăр. Халĕ ăнланса илтĕмĕр те «çурăк валашка» умне çитсе тăнине, кая юлтăмăр. Çамрăксене çурт-йĕр çавăрма пулăшакан патшалăх программисен тата Ача амăшĕн капиталĕн усси те питех палăрмасть: районта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни сисĕнменпе пĕрех. Ача çуралмасан ял ватăлать, пушанса юлнă çуртсем хупăнма тытăнаççĕ. Халĕ миллионшар тенкĕ тăкакласа тăвакан çулсем те, фельдшерпа акушер пунчĕсем те, ытти объектсем те ял сăн-сăпатне илемлетеймĕç. Мĕншĕн тесен ача сассисĕр ялта кичем те салху, ватă çынсемшĕн вара чун ыратăвĕ.

«Ан кай, ывăлăм, хулана...» - çапла тархасласах калать пĕччен карчăк хăйĕн пĕртен-пĕр ачине. Ывăлĕ ялтан кайсан кампа калаçса йăпанĕ вăл, çуртне газ ăшăтать пулин те унăн чунне кам ăшăтĕ?

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика