Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Чукалта - ырă ĕçсен уйăхлăхĕ

17 ноября 2017 г.

КИВĔ ЧУКАЛТА кĕркуннехи ырă ĕçсен уйăхлăхĕ пырать. Тăван ял валли кашни çын мĕнле те пулин ырă ĕç туни хисепе тивĕç.

Акă, Петр Чамеев пенсионерах илер. Вăл Хырпайкассипе Масаркасси хушшинчи çырма урлă çакăнса тăракан кĕпер юхăннишĕн нумай пăшăрханнă. Çак каçă ял çыннисене кирлĕ вĕт-ха, аран-аран тăракан кĕпер урлă тĕттĕмре мĕнле каçса çỹремелле? Пĕр-пĕр инкек пуласран та хăрушă.

Вара Петр Николаевич пĕчченех кĕпере юсама тытăннă. Вăрмантан çилпе йăваннă хулăнах мар йывăçсене сĕтĕрсе килсе кĕпер карлăкĕсене тунă, çĕрнĕ хăмасене те çĕннипе улăштарнă. Халĕ кĕпер урлă каçса çỹреме те кăмăллă.

Петр Чамеев - çав тери сăпайлă çын, хăй тунă ырă ĕçпе пĕрре те мухтанмасть. Кĕпере пăхса-юсаса тăнăшăн ăна пĕр пус та тỹлемеççĕ пулин те çынсем тав туни уншăн - чи хакли.

Тепĕр ырă ĕç те кĕперпех çыхăннă. Хальхинче сăмах Хырпайкассинчи тимĕр-бетон кĕпер пирки пырать. Ун урлă тĕрлĕ техника каçса çỹренипе, кĕпер çийĕ пылчăкпа тулса ларнăччĕ. Çуран çỹрекенсем, уйрăмах ача-пăча, пĕç тĕп таран пылчăк ашса, нушалана-нушалана каçкалатчĕç.

Çак пăтăрмаха Анатолий Ильдяков тỹссе тăма пултарайман. Хырпайкассинче пурăнакансене субботник йĕркелеме чĕннĕ. Тепĕр кунах кĕпер патне кĕреçеллĕ ял-йыш пуçтарăннă. Алевтина Измайлова, Ольга Малеева, Юрий Калыгин, Андрей Кириллов, Евгения Чамеева тата ыттисем калаçса-кулса ĕçлесе кĕпер çине таптасах тунă. Халĕ кунтан пушмакпа та каçса çỹреме пулать.

Çакăн пек хавхалануллă та илемлĕ чунлă çынсем пурăнаççĕ вăрман хĕрринчи чăваш ялĕнче. Вĕсен ырă ĕçĕсем çинчен хамăрăн вулакансене пăлтерсех тăрăпăр. Ытти ялсенче пурăнакансем те кивчукалсенчен тĕслĕх илсен мĕн тери лайăх пулĕччĕ!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика