Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрласа та ташласа ирттересчĕ ĕмĕре

17 ноября 2017 г.

Юрласа та ташласа ирттересчĕ ĕмĕре

ÇЫН çăкăрпа анчах тутă пулаймасть. Ăна чун апачĕ те кирлĕ. Кашнин чунĕ вăл е ку енне туртăнать, кашнинех вăл е ку енне туртăм пур. Ăна курма, аталантарма пĕлни паха.

Пирĕн районта пултаруллă, анлă тавракурăмлă, хăйсен ăсталăхĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакан çынсем сахал мар. Вĕсемпе эпир тивĕçлипех мăнаçланатпăр.

Пуянкассинчи «Аххаяс» халăх фольклор ансамблĕн пултарулăхне районта лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем уçă та илемлĕ сассисемпе юрланине илтсен кирек камăн та чунĕ çĕкленет. Ку ансамбле вара 27 çул Н.П. Федотова ертсе пырать.

Надежда Петровна Анат Чаткас ялĕнче туслă çемьере çуралса ỹснĕ. Вăл мĕн пĕчĕкренех юрă-кĕвĕ тĕнчине кăмăлланă, унпа киленнĕ. Çавăнпах пулĕ хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне пурнăçлассишĕн ачаранах тăрăшнă.

Вăл вăхăтра çуллахи каçсенче çамрăксем клуба мар, урама пухăнса савăннă. Вĕсем купăс сассипе çĕрĕпех юрланă, ташланă.

Турă пани пурах çак маттур хĕрарăмăн. 1990 çултан пуçласа паянхи кунччен халăх ансамблĕ хăйĕн пĕлтерĕшне ăнланса, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлет. Халăх юррисене пухса, вĕсене вĕренсе çынсем хушшине кăлараççĕ вĕсем. Вăл анчах-и тата! Чăвашсен тĕрлĕ уявĕсене те витĕмлĕ, ĕненỹллĕ халăх умне кăлараççĕ. Ку енĕпе пултарулăх ертỹçин Н.П. Федотован тăрăшулăхĕ те пысăк пулнине палăртмалла. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннипе коллектива та ăнăçлă аталантарса пырать вăл. Ăсталăха туптаса тĕрлĕ çĕрте хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ вĕсем. Районта, республикăра пулса иртекен тĕрлĕ мероприяти- сене активлă хутшăнаççĕ.

Çын ĕçпе илемлĕ, теççĕ халăхра. Çитĕнекен ăрăва культура тата эстетика воспитанине пани, халăх юрри-кĕввине, йăли-йĕркине упраса хăварма тăрăшни, çынсен культурине çỹллĕ шая çĕклени çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Чăннипех хисепе тивĕçлĕ ку.

Çак кунсенче вара Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Петровна хăйĕн 65 çулхи сумлă юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа Пуянкасси Культура çуртĕнче унăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Хисеплĕ юбиляра уявпа тăванĕсем, юлташĕсем, Пуянкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ, Шăмăршăри библиотека ĕçченĕсем, Шăмăршăри Культура Керменĕн ĕçченĕсем-ĕçтешĕсем - нумай ырă та ăшă сăмах каласа саламларĕç. Çак пархатарлă та çынсене савăнăç парнелекен ĕçре малашне те ăнăçусем сунчĕç.

Н. ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика