Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман кашласан, шăпчăксем вĕçсе килеççех!

21 ноября 2017 г.

Вăрман кашласан, шăпчăксем вĕçсе килеççех!

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин тытăмĕнче «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕ туса хунă. Унăн тĕп тĕллевĕ - федерацин патшалăх вăрман фондне шанчăклăн сыхласси тата вăрман ĕрчетес ĕçе мĕнле йĕркеленине çирĕп контроллесе тăрасси.

«Вăрман хуралĕ» хысна учрежденине республикăри 11 лесничество пăхăнса тăрать. Вĕсенчен пĕри Шăмăршăра вырнаçнă. Кунта Шăмăршă, Палтиел тата Чукал участок лесничествисем кĕреççĕ. Кашнийĕнче - пĕрер лесничий. Вĕсен ĕçне Геннадий Фомин йĕркелесе пырать. Çак кунсенче эпир пирĕн вăрманăн тĕп сыхлавçипе тĕл пулса калаçрăмăр.

- Георгий Михайлович, хальхи вăхăтра ялсенче çурт-хуралтăна кирпĕчрен тăваççĕ, çуртсене çутçанталăк газĕ ăшăтать. Апла пулсан, вăрман вăрлакансем те пĕтрĕç пулĕ?

- Вăрман пуянлăхĕ кукăр алăллă çынсене илĕртме пăрахмасть-ха. Çавăнпа та вăрмана сыхламаллах. Хальлĕхе йывăçсене лартса ỹстернинчен касасси ытларах пулни пăшăрхантарать. Пирĕн учреждени вăрман пуянлăхне саккуна пăсса хапсăнакансене тупса палăртас тĕлĕшпе ĕçлет. Эпир прокуратура тата полици ĕçченĕсемпе пĕрле рейдсем ирттеретпĕр. Шăмăршă районĕн территорийĕнче кăçал 9 рейд тĕрĕслевĕ пулнă.

- Йывăçсене саккунсăр каснă тĕслĕхсем пулчĕç-и вара?

- Чукал участок лесничествинче пĕр тĕслĕх тупрăмăр, ĕçе судпа прокуратура органĕсене ярса панă. Халĕрех кăна ирттернĕ рейд вăхăтĕнче çак участок лесничествинче татах йывăçсене саккунсăр каснине тупса палăртрăмăр. Ку тĕслĕхпе полиципе прокуратура ĕçлеççĕ. Вăрăсене тупса палăртатпăрах, вĕсене тивĕçлĕ айăплав кĕтет.

- Каснă делянкăсене арендаторсем кирлĕ пек тирпейлесе хăвараççĕ-и? Тепĕр чух вăрман касакансем ĕç вĕçлесе кайнă хыççăн шуйттан та урине хуçмалла тирпейсĕрлĕх юлни вăрттăнлăх мар...

- Тасатман делянкăсем пирки протоколсем çыратпăр, йĕркене пăхăнманнисене айăплатпăрах.

- Кăçал вăрманта вут-кăвар тухнă тĕслĕхсем пулмарĕç-и?

- Шăмăршă вăрманĕнче пушар тухни пулман. Çакă бюджет тата хысна учрежденийĕсем пĕрле тăрăшса ĕçленинчен тата район çыннисем сыхă тăнинчен те нумай килчĕ.

Çакна та каласа хăварас килет: саккунпа вăрмантан хăйăр тиесе тухма та юрамасть. Шăмăршă районĕнче икĕ карьертан çеç - вĕсем Палтиел тата Чукал участок лесничествисен территорийĕнче вырнаçнă - хăйăр илме ирĕк паратпăр. Хăйăра саккунсăр илсе тухакансене судпа айăплама та пултараççĕ.

- Георгий Михайлович! Нумай та вăхăт иртмĕ, Çĕнĕ çул уявĕ те çитсе тăрĕ. Çак уяв чăрăшсăр мĕнле иртĕ-ха? Вăрманта ăна хăв тĕллĕн кассан пысăк штраф тỹлеттереççĕ...

- Чăрăш туянас текенсен Шăмăршă лесничествине килсе укçа тỹлемелле тата кирлĕ документ илмелле. Унсăрăн, чăнах та, вăрмана пуртăпа кĕртмеççĕ. Енчен те саккуна пăхăнмасан штраф виçи пысăккине ан манăр.

Шăмăршă районĕн халăхне эпĕ тăван çутçанталăкăн чăн-чăн тусĕсем пулма, вăрмана упрама чĕнсе калатăп.

Вăрман кашласа ỹссен, çуркунне шăпчăксем вĕçсе килеççех!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика