Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă лаша йăрана пăсмасть пуль те-ха, çамрăкки кирлех…

21 ноября 2017 г.

ĔÇЛЕКЕН çынна вăхăтра тата тивĕçлипе тỹлемелли çинчен нумай калаçатпăр. Лайăх тỹлеменнипех районта механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, ытти специальноçпа ĕçлекенсем çитмеççĕ. Утмăл пиллĕкри - çитмĕлти çынсене комбайн е трактор çине лартаççĕ, ĕне сума е вăкăр пăхма тархаслаççĕ.

Чăнах та, аслă ăру çыннисем хăйсен ĕçне çамрăксенчен начар тумаççĕ-ха, тепĕр чухне ирттереççĕ те. Анчах вĕсене те хурçăран туман, çулсем нумайланни сывлăх çинче те палăрмасăр иртмест. Çавăнпа та çамрăк кадрсем хатĕрлес ыйту пирĕн районшăн çав тери çивĕч тăрать.

- Темиçе çул каялла кăна-ха коллектив çамрăк пек туйăнатчĕ, халĕ вара умлă-хыçлăнах пенсие тухса пыратпăр, - пăшăрханса калаçать «Колос» Агро- фирма» ООО генеральнăй директорĕ Виталий Захаров. Виталий Федорович тепĕр икĕ-виçĕ çултан механизаторсем пурте тивĕçлĕ канăва кайни, хăй те, тĕп инженер та кăçал утмăл урлă каçни çинчен пĕлтерчĕ.

Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕнче те пенсионерсем тĕп вăй пулса тăраççĕ. «Восход» ялхуçалăх кооперативĕнче те çитмĕ- лелле çывхарса пыракан Владимир Буранов тракторпа çĕр сухалать...

- Хальхи çамрăксем çĕр çинче ĕçлессинчен шуйттанран хăранă пек шикленеççĕ, - чунтан пăшăрханса калаçать хăй вăхăтĕнче районĕпех малта пынă механизатор. - Камăн сухаласа акмалла-ха, камăн тырпул çитĕнтермелле-ха паян? Çамрăксем килмесен, уй-хирте хыт-хурапа вăрман ỹсĕç, пыра-киле вара ял та пĕтĕ.

Журналист ĕçĕпе районти тĕрлĕ ялта пулма тивет, çамрăксемпе те, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те тĕл пулса сăмахлатăн. Ашшĕ-амăшĕ ачисене яла хăварма хирĕçех мар, анчах ĕç çукки тата ĕçленĕшĕн сахал тỹлени çине йăвантараççĕ. Çамрăксем вара уйăхне çирĕм пин тенкĕрен те кая тỹлесен яла юлмастăпах тесе пĕр пытармасăр калаççĕ.

Кам тỹлейĕ вĕсене çакăн чухлĕ укçа? Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, пирĕн районта 7-8 пин тенкĕ ĕçлесе илни те ял çыннишĕн пысăк шалу шутланать.

«Çамрăксене Мускав пăсрĕ», - çапла каланине темиçе çынран та илтрĕм. Тĕп хулара тар тăкса ĕçлекенсем уйăхне вăтăр-хĕрĕх пин тенкĕ илни çинчен те каларĕç. Анчах Мускав та укçине хĕссе-пĕссе кăна тыттарать иккен: хăш-пĕр бригадăсем укçасăрах таврăнаççĕ. Мĕн чухлĕ улталаççĕ тата ялтан кайни- сене? Хирĕçсе пăх-ха - тỹрех полицие ăсатĕç е çапса-хĕнесе пăрахĕç. Тепрехинче вара ĕçлеме те йышăнмĕç.

Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ Мускав укçинчен тарпа куççуль шăрши кĕрет тесе. Çак сăмахăн чăнлăхне нуша-асап тỹссе курнисем питĕ лайăх пĕлеççĕ.

Çамрăксене таçта аякра мар, хамăр патăрта ĕçлеме май туса памасан ял малашлăхĕ пирки калаçнин те усси çук. Ман шутпа, район депутачĕсен пĕр тăх- таса тăмасăр республика правительствине çырупа тухса Шăмăршăра пĕр-пĕр предприяти йĕркелеме тархасласах ыйтмалла. Унсăрăн районăмăрăн кунçулĕ те вăрăм пулмĕ. Бюджета укçа кĕмесен, яланах Шупашкар парасса çеç кĕтсе пурăнсан «Шăмăршă районĕ мĕн тума кирлĕ» теекенсем те тупăнĕç. Района пĕтерни вара ялсемшĕн вилĕм пекех пулĕ. Кун пек инкеке пĕрре тỹссе курнă халăх тепĕр нушана та çакланасран Турă сыхлатăрах.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика