Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăран 18 çухрăмра…

21 ноября 2017 г.

АНАТ ЧАТКАС ял тăрăхĕ район центрĕнчен 18 çухрăмра вырнаçнă. Ĕлĕкрех кунти «Восход» колхоз хамăр районта çеç мар, республикипех кĕрлесе тăратчĕ, чаткассен ĕçри çитĕнĕвĕсемпе ВДНХра та паллашма пулатчĕ.

Самана арăш та пирĕш пăтраннă тапхăрта пĕрлешỹллĕ хуçалăх чапĕ чакнăçем чакса пычĕ, пыра-киле гектартан вăтăршар центнер тырă панă хирсем та сухаламаннипе хыт-хура айне путрĕç. Хальхи вăхăтра «Восход» ялхуçалăх кооперативĕ ура çине тăрассишĕн тапаçланать-ха, анчах пĕрре пĕтернĕ япалана çĕнĕрен тума çав тери йывăр.

- Чăнах та, ялхуçалăхĕнчи лару-тăру çăмăл мар, - тет Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова. - Юрать-ха пирĕн фермерсем маттур – хăйсене çирĕплетсе панă çĕр çинче пысăк тухăç илессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

5 фермер - пĕчĕкрех 5 колхоз пекех. Çĕр çинче ĕçлеме техника пур, укçа-тенкĕ тупăнсан çĕнĕ ялхуçалăх машинисем те туянаççĕ. Лариса Николаевна пĕртăван Андрейпе Юрий Юнкеровсене уйрăмах ырлать. Тĕштырă тата çĕрулми çитĕнтерсе вĕсем фермер хуçалăхĕсене аталантарсах пыраççĕ. Тухăçа пуçтарса кĕртнĕ чух ял çыннисене те ĕçпе тивĕçтереççĕ.

Ял тăрăхне кĕрекен тăватă ялта 780 ытла çын пурăнать. Пурте тенĕ пекех килти хуçалăха аталантараççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.

Çакна та каламалла: ял тăрăхĕн администрацийĕ бюджета пуянлатассишĕн сахал мар тăрăшать. Кăçалхи бюджет тупăш кĕрессипе 10 уйăхра 80,5 процент пурнăçланнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ ялти культура пурнăçĕ вĕресе тăтăр, çынсем, уйрăмах çамрăксем, физкультурăпа спорта юратччăр тесе те нумай вăй хурать.

Шел, ялсем ватăлса пыраççĕ, ачасем сахал çуралаççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра тăватă ялĕпе те 4 ача çеç çут тĕнчене килнĕ. Тĕрлĕ сăлтавпа вилнисен йышĕ вара икĕ хут пысăкрах.

- Çамрăксем яла юласшăн мар, - пăшăрханса калаçрĕ Лариса Петрова. - Вĕсем валли тивĕçлĕ услови туса пани те каччăсемпе хĕрсене илĕртмест. Чăн малтан ĕç кирлĕ, ку енĕпе вара эпир нимĕнех те тума пултараймастпăр...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика