Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налук пуçтарăнмасан тупăш та çук

21 ноября 2017 г.

Районти чи пысăк Шăмăршă ял тăрăхĕ сакăр ялтан тăрать. Пурĕ 2350 килти хуçалăха пĕрлештерет. 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял тăрăхĕнче 4166 çын пурăнни паллă.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче 125 уйрăм предпринимателе, çав шутра 18 хресчен (фермер) хуçалăхне шута илнĕ.

Кăçал тавралăха тирпей-илем кĕртме тата культурăпа кану мероприятийĕсене йĕркелеме 1128,25 пин тенкĕ тăкакланă. Пуçару бюджечĕпе усă курса Шăмăршăри Космовский урамĕнче тротуар сарнă.

Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - Шăмăршăри çỹп-çап тăкмалли вырăна рекультиваци тăвасси. Çак свалка валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе пĕтернĕ, 6,91 миллион тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех плотинана тĕпрен юсама 7,1 миллион тенкĕ тỹлесе проект туса хатĕрленĕ.

Ял тăрăхĕн кăçалхи бюджечĕ тупăшсем енĕпе вунă уйăхра 67,1 процент пурнăçланнă. Ку, паллах, çителĕксĕр. Уйрăм çынсенчен пурлăхшăн илекен налукпа çĕр налукĕ сахал пуçтарăннă. Бюджета укçа-тенкĕ çителĕксĕр пырса кĕнипе урамсенчи çулсене юсама, тирпей-илем кĕртме майсем сахалрах. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ку тĕлĕшпе пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле, мĕншĕн тесен пушă енчĕкпе нумай мала каяймастăн.

Ив. Саландаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика