24 ноября 2017 г.
ÇАК çĕр çинче чи илемлĕ уяв хăшĕ тесе ыйтсан, эпир пурте Анне кунне асăнăпăр. Чăнах та, анне кашни çыншăнах чи хакли, ун умĕнче эпир ĕмĕр парăмра.
АННЕ кунне халалласа, район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кĕçнерникун пилĕк ачаллă амăшĕсене кĕрекене пуçтарчĕ. Вĕсем - тăван ялта çеç мар, районĕпех хисеплĕ çынсем. Карапай Шăмăршăри Евгения Степанова, Анат Чаткасри Зоя Ильина, Шăмăршăри Зинаида Федорова тата Çĕнĕ Чукалти Марина Безрукова хăйсен пĕтĕм пурнăçне ачисене телейлĕ тăвас ĕçе халалланă.
Уяв ячĕпе амăшĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Владимир Петьков, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Матвеева, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Удин, çывăх тăванĕсемпе тус-юлташĕ чĕререн саламларĕç. Владимир Петьков вара Марина Безрукована Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвне вуласа савăнтарчĕ.
Уява Карапай Шăмăршăри тата Анат Чаткасри пултарулăх коллективĕсем те илем кỹчĕç. Пилĕк ачаллă амăшĕсене ытам тулли чечекпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.
Ив.САЛАНДАЕВ.