Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Чукал - юрлакан ял

24 ноября 2017 г.

Кивĕ Чукал - юрлакан ял

РЕСПУБЛИКĂРА «Юрлакан шкул», «Ташлакан шкул» ятпа конкурс ирттернине пĕлетĕп-ха. Ман шутпа, «Юрлакан-ташлакан ял» конкурс та кирлех. Хамăр районтан пĕр иккĕленмесĕрех Кивĕ Чукал ялне сĕннĕ пулăттăм. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев каланă тăрăх, кунти халăхăн 90 проценчĕ ытла юрă-ташăра ăста. Ваттисенчен çамрăксем вĕренсе юлаççĕ, ырă йăла-йĕрке ăруран ăрăва куçса пырать.

Çапах та юрласа-ташласа çеç пурăнмаççĕ кивчукалсем, вĕсем ĕçре те маттур. Йĕркипе каласа парам-ха вăрман хĕрринчи авалхи ялăн паянхи пурнăçĕ çинчен.

1. Çул сараççĕ ăмăртса

РАÇÇЕЙĔН чи пысăк нуши япăх çулсем тесе Николай Васильевич Гоголь писатель икçĕр çул каяллах каланă. Ун чухне пирĕн тăрăхра лаша çулĕ çеç пулнă-ха. 40 çул ытла каяллине вара эпĕ лайăх астăватăп: Кивĕ Чукала командировкăна каймалла пулсан сухари типĕтмесĕр çула ан та тух. Кĕркуннехи-çуркуннехи йĕпе-сапа вăхăтĕнче, çуллахи вăйлă çумăр хыççăн çак яла гусеницăллă тракторсăр çитме çав тери йывăрччĕ. Ялне çитсен те нушаран хăтăлайман: урамра пĕç тĕпĕ таран пылчăк çăрăлатчĕ.

Çак нушаллă пурнăçа тарăхсах Шамкай ялĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех тĕрлĕ облаçсене куçса кайрĕ. Кивчукалсем те «çутталла» туртăнчĕç: хулана вĕренме кайнă çамрăксем урăхран яла таврăнмарĕç, салтакран килнĕ каччăсем те ялта тымар ярас темерĕç, хĕрсем те ялтан ютшăнчĕç.

Телее, çак йывăр вăхăтсем - лайăх çулсăр тертленнĕ-нушаланнă çулсем - халĕ халăх асĕнче çеç юлчĕç. Кивĕ Чукала паян хуть те мĕнле çанталăкра та çăмăл автомашинăпа çитме пулать. Урамсенче те шанчăклă çул тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Акă, кăçалхи тăхăр уйăхра вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем тума 175,65 пин тенкĕ укçа тăкакланă. Часах Пионер касси тата Хырпай урамĕсенче çул сарасси те вĕçленет. 1,257 çухрăм çул тума 7,5 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.

Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви ирттернĕ конкурса хутшăнса, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн администрацийĕ халăха савăнăç парнелерĕ: 2018 çулта Советсен урамĕнчи çула юсассине вĕçлеме Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрса параççĕ.

Кивĕ Чукалта ултă урам пулсан, тăваттăшĕнче çул ыйтăвĕ татăлнăпа пĕрех. Çитес çул Малтикаспа Хыçалтикасра та çул сарма шутлаççĕ. Хальлĕхе укçа çук-ха, çапах та пуçарулăх кăтартсан темле йывăр ыйтăва та татса пама май тупма пулать.

2. Тирпей тума тухар -и?

2017 ÇУЛТА ял урамĕсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те сахал мар ĕçленĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев халăх ăнланулăхĕ ỹссе пынине тулли кăмăлпа палăртать. Акă, пуçару бюджечĕпе усă курса Советсен урамĕнчи шыв юхакан пăрăха тĕпрен юсанă тата пĕве тунă. Çак ĕçе пурнăçлама 99,98 пин тенкĕ укçапа усă курнă. Çавăн пекех Ленин урамĕнчи кĕпере юсама та май тупнă. Ку ĕçре Виктор Денисов, Петр Карзанов тата ыттисем пысăк хастарлăх кăтартнă. Яла тирпей-илем кĕртес, кĕперсене юсас тата ытти ĕçсем валли уйăрнă 247,26 пин тенкĕ укçана туллин ĕçе кĕртнĕ. Çак укçапах Шăмăршри ипподромра хăна çурчĕ туса лартнă, Кивĕ Чукалти тата Шамкайри палăксене юсанă тата ытти те.

Ял çыннисем йывăçсемпе тĕмсем лартса чĕртни, кил умĕнчи пахчара хитре чечексем çитĕнтерни çитес çулсенче Кивĕ Чукал районти чи тирпейлĕ те илемлĕ ялсенчен пĕри пулĕ тесе шанма май парать. Районта маттур пулни çеç çителĕксĕр, республика конкурсне хутшăнса та мала тухма тăрăшмалла, яла аталантармашкăн преми çĕнсе илмелле. Эпĕ панă çак сĕнĕве халăх мĕнле йышăнĕ-ши?

3. Атя , Лид юк, яра пар !

КИВĔ ЧУКАЛТИ Культура çуртĕнче ĕçлекенсем хăçан канма пĕлеççĕ-ши? Репетици хыççăн репетици ирттереççĕ, концерт хыççăн концерт лартса халăха савăнтараççĕ. Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Мефодий Иванович Денисов кула-кула çапла калатчĕ:

- Пирĕн ялта çурт хăпартма нимене чĕнсен те хуткупăспа пыраççĕ. Хуть те хăш ĕçкĕ-çикĕ те юрă-ташăсăр иртмест. Çуллахи илемлĕ каçсенче ялта купăс сасси ян каять, хĕрсемпе йĕкĕтсем урам тăрăх юрласа утнине курсан вĕсемпе пĕрле тăмасăр чун чăтмасть.

Мефодий Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи тапхăра аса илетчĕ пулсан, ял хавалĕ халĕ те чакманнине палăртсах калас килет. Илемлĕ пултарулăх коллективĕ районта иртекен хуть те хăш мероприятире те лайăхпа çеç палăрать, республикăра та ырă ят çĕнсе илнĕ.

Акă, çак кунсенче кăна-ха кивчукалсем кỹршĕ ялта - Пăчăрлă Пашьелĕнче - «Кĕрхи рапсоди» программăпа чаплă концерт лартса панă. Пашьелсем «Пилеш» фольклор ушкăнĕн кашни юрри-ташшинех тăвăллăн алă çупса йышăннă. Çавăн пекех «Шăпчăк» вокал ансамблĕ те (Ирина Малеева, Татьяна Малеева, Надежда Захарова), арçынсен «Чукал каччисем» вокал ансамблĕ те (Петр Чурбанов, Николай Иванов, Петр Ильдяков), Ларевсен çемье ансамблĕ те, Зинаида Карзанова, Галина Мандрюкова, Николай Иванов, Надежда Захарова, Петрпа Наталья Ильдяковсем юрланă юрăсем те халăха çав тери пысăк савăнăç кỹнĕ.

Кивчукалсем кулăшла номерсем лартассипе те тĕлĕнтереççĕ. Хальхинче те Аделина Малеева, Зинаида Карзанова, Петр Чурбанов, Николай Иванов тата Любовь Денисова интермедисенче пысăк ăсталăхпа вылянă, залри халăха пĕр чарăнми култарнă.

- Пирĕн ялта кичем çын çук, кичемленме вăхăт та çук, - тет «Пилеш» фольклор ушкăнне çỹрекен пилĕк ача амăшĕ Лидия Малеева. - «Атя, Лидюк, яра пар!» - теççĕ те, такмак каласа ташлатăп вара!

Хальхи вăхăтра илемлĕ пултарулăх коллективĕ Çĕнĕ çулхи «Сенкер çутă» программăна хатĕрлеме пуçăннă. Культура çуртĕнче каçсерен купăс тата гитара сасси, хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем хавхаланса юрлани илтĕнсе тăрать.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика