Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Абдуллазян АБУЛЬХАНОВ: «Абый тесен, чун савăнать…»

24 ноября 2017 г.

УНПА эпир - пĕр çулхи çынсем. Пурнăçра нуши-хуйхине те пĕр пекрех тỹссе ирттернипех пулĕ, Абдуллазян Абульхановпа эпир нумайранпа тус-юлташлă. Ĕнер - ноябрĕн 23-мĕшĕнче - Асанкасси тутарĕ 65 çул тултарчĕ. Юбилей умĕн эпĕ юлташăмпа тĕл пулса калаçрăм.

- Абдуллазян Ахметзянович! Сана «абый» тесен çиленместĕн-и? Çак сăмах сана ватăлтарса янăн туйăнмасть-и?

- Мĕншĕн çиленмелле? Савăнатăп кăна. «Абый» тутарларан чăвашла куçарсан «аслă тете» тенине пĕлтерет вĕт-ха. Мана халĕ çур ял ытла Абдуллазян абый тесе чĕнет ĕнтĕ. Ватăлатăп пуль, 65-е те çитрĕм.

- Ватă темелле мар-ха сана, автомашинăпа та, тракторпа та ĕçлеме пултаратăн, инçе çула тухма та шикленместĕн. Юбилей ячĕпе хăвăн кунçулупа кĕскен те пулин паллаштараймăн-ши?

- Эпĕ 1952 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче Асанкассинче, йышлă ача-пăчаллă çемьере çуралнă. Аттепе анне ултă ывăлпа тăватă хĕр çуратса ỹстернĕ. Анне - Магире Шайдулловна - «Ача амăшĕ героиня» ята тивĕçнĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Воркутана кайрăм, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче ĕçлерĕм. Унтан Совет Çарне кайма черет çитрĕ. Икĕ çул хушши Монголире службăра тăтăм.

- Эсĕ Улан-Батор хулинче салтак пăтти çинине лайăх пĕлетĕп-ха. Мĕнлерехччĕ çав хула, мĕнпе те пулин асра юлнă-и?

- Улан Батор чăвашла куçарсан «Хĕрлĕ паттăр» тени пулать. Унта 1 миллион ытла çын пурăнатчĕ. Хулара Сухэ-Баторпа Чойбалсан мавзолейĕ пурччĕ. Халĕ мавзолея тустарнă тесе çырнăччĕ хаçатсенче.

Хĕлле питĕ сивĕччĕ, çулла та ăшах марччĕ. Хĕлле юр та çумастчĕ.

- Салтакран таврăнсан ăçталла çул тытрăн?

- Малтан хамăр колхозра уй-хир бригадирĕнче ĕçлерĕм. Унтан Ульяновск облаçĕнче ялхуçалăх техникумĕнче вĕренсе «техник-электрик» специальноçне илтĕм.

Тăван яла таврăнсан выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекен инженер пулма çирĕплетрĕç. 1988-1994 çулсенче колхозăн тĕп инженерĕнче вăй хутăм.

1994 çулхи декабрь уйăхĕнче районти техника юсакан предприяти («Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕ) директорĕ пулма шанчĕç. Кунта 1996 çулхи августччен - Улмаллăри Космовский ячĕллĕ коллективлă предприяти ертỹçи пулма суйличченех - тăрăшрăм. 2001 çулхи ноябрьтен пуçласа тивĕçлĕ канăва кайичченех районти тĕп больница директорĕнче вăй хутăм.

- Ăçта кăна ĕçлесен те эсĕ ỹркенсе тăманни, яланах производствăна мала ярассишĕн, ĕçри çирĕп йĕр-келĕхшĕн тăрăшни çинчен калаççĕ сана лайăх пĕлекен çынсем.

- Тăрăшнă ĕнтĕ, ятăма яман. Районти больницăра та юсав ĕçĕсем чылай пурнăçланă, чирлисен палатисенче ăшă та тирпейлĕ пултăр тесе нумай вăй хунă. Автомашинăсем яланах юсавлă пулччăр тенĕ.

- Абдуллазян Ахметзянович! Мĕн калам-ха сана паян - ан чирле, ан ватăл нихăçан! Яланах хаваслă пул, кỹрентерсен - алă сул. Ĕмĕр пĕрле пурăнар калаçса чăвашла та тутарла, вăй пур чух ĕçлер тарлатарла!

- Рехмет, дус-иптэш!

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика