Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нина ЛАРШНИКОВА: «Пилĕк ачампа, вуникĕ мăнукăмпа тата тăхăр кĕçĕн мăнукпа савăнатăп»

28 ноября 2017 г.

Нина ЛАРШНИКОВА: «Пилĕк ачампа, вуникĕ мăнукăмпа тата тăхăр кĕçĕн мăнукпа савăнатăп»

ÇАК маттур хĕрарăма ниепле те пенсири карчăк тесе калаймăн. Утти те, калаçăвĕ-кулли те çамрăк çыннăнни пекех. Юрлама-ташлама тухсан вара чăн-чăн артистка тейĕн. Ялти клуб сцени çинче те, Шăмăршăри Акатуйра та, ытти уявра та Нина Ларшникова хăйĕн маттурлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет.

Паспорт çине çырнине ĕненмех тивет - Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан Нина Александровна Ларшникова паян 77 çул тултарать.

1940 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче Палтиелĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Ашшĕ Тăван çĕршывăн вăрçине кайнă чух çичĕ уйăхри ача çеç пулнă-ха. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ нушаллă иртнĕ. Тĕрĕссипе, выляса-кулса та, савăнса та юлайман. Вунпиллĕкрех колхозри сысна фермине ĕçлеме килнĕ те, çамрăклăхĕ те кунтах иртнĕ.

Вербовкăпа Тюмень облаçне те ĕçлеме кайнă, тумланма-тăхăнма кăштах укçа-тенкĕ тăвасчĕ тенĕ. Тюменьтен килсен каллех фермăра тăрăшнă.

1962 çулта Кивĕ Шăмăршă ялĕн чипер йĕкĕчĕпе Виталий Ларшниковпа туй туса пĕрлешнĕ. Виталий Васильевичпа иккĕшĕ пилĕк ача çуратнă. Шел, мăшăрĕ пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнипе Нина Александровнан ачисене пĕчченех пурнăç çулĕ çине кăларма тивнĕ.

Кивĕ Шăмăршăра та Нина Александровна ĕçченлĕхпе палăрнă. Шăмăршăри пекарьнăра, «Гвардеец» совхозра кладовщикра, çитмĕл пиллĕке çитичченех «Исток» хуçалăхра сурăх фермин заведующийĕнче вăй хунă.

Хастар ĕçшĕн Нина Ларшникована Хисеп грамотисемпе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă.

- Пилĕк ачампа, вуникĕ мăнукăмпа тата тăхăр кĕçĕн мăнукпа чĕререн савăнатăп, - хавхаланса калаçать Нина Александровна. - Сывлăхпа çỹретĕп-ха, ялти тата районти уявсем валли сăра тума та мана шанаççĕ. Юрламасăр пурăнма чун хушмасть, Турă панă кашни кун ман валли савăнăç илсе килет!

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика