Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан хăвала, Мĕкĕте - сана кĕтеççĕ килте!

28 ноября 2017 г.

ГИБДД сводкинчи хыпарсем пĕринчен тепри хăрушăрах. Çул-йĕр çинче инкексем пулсах тăраççĕ, аварисенче çын вилнĕ е йывăр аманнă тĕслĕхсем те нумай.

Акă, кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче республикăри çулсем çинче 1145 авари пулнине шута илнĕ. Вĕсенче 125 çын пурнăçĕ татăлнă, 1452 çын аманнă.

Хамăр районта та инкек-синкек пулсах тăрать. Ỹсĕр водитель айăпĕпе кăçал хăрушă авари пулнине манман-ха. Водитель тăна кĕреймесĕрех пурнăçран уйрăлса кайнă.

Çуран çынсене таптанă тĕслĕх нумаййи те пăшăрхантарать. Талăкăн çутă вăхăчĕ кĕскелни ку енĕпе пушшех ĕç-пуçа çивĕчлетет.

Районта кăçал çуран çынпа çыхăннă çул-йĕр инкекĕ 3 пулнă, 1 çын вилнĕ. Паллах, чи малтан водительсем айăплă - «зебра» патне çывхарнă май та хăвăртлăха чакармаççĕ.

Космовский урамĕнчи «зебра» урлă кашни кунах каçса çỹренĕ май çакна тăтăш асăрхатăп: хăш-пĕр водительсем çул урлă çын каçнине те пăхса тăмаççĕ, çавра çил пек пысăк хăвăртлăхпа çумранах иртсе каяççĕ. Çакă - полици кантурĕнчен 100 метрта. Ытти çĕрте шухă шоферсем мĕн хăтланнине Турă кăна пĕлет.

Ку енĕпе штрафа пысăклатни усă кỹрес шанăç пур та-ха, епле пулĕ ĕнтĕ. Çул урлă каçакан çынна ирттерсе яманшăн тỹлеттерекен штраф виçи халĕччен 1,5 пин тенкĕччĕ, паян 2,5 пин.

Çуран çынсем çинчен те яваплăха сирме çук. ГИБДД районти уйрăмĕн сотрудникĕ Галина Иванова каланă тăрăх, çуран çынсем каçхине фара çути ỹксен çутатакан тумтирпе пулмалли требовани ниепле те пурнăçланмасть. Çĕрле çул çинче çуран çын курăнмасть - инкек пуласси часах. Анчах хайхи «отражательсем» пирки никам та шутламасть. Ачасен тумтирĕ çине те пулин ятарлă стикерсем çĕлесчĕ - çук, çакă ашшĕ-амăшне те, шкул дирекцийĕсене те пăшăрхантармасть пулас.

Ỹсĕрпе руль умне ларакансем те тĕл пулаççĕ. Республикăри ДПСăн уйрăм батальонĕ кашни рейд вăхăтĕнчех пирĕн районта ỹсĕрпе руль умне ларнă води- тельсене тупса палăртать. Çапах та батальон ытларах федераци трасси çинче тĕрĕслев ирттерет, вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче вара ỹсĕр водительсем çук тесе никам та шантарса калаймасть.

Çулсен юсавлăхĕ тивĕçтерменнипе, яваплă организацисем вĕсене пăхса тăманнипе сăлтавланнă аварисем те пулсах тăраççĕ. Çулсен çĕрле çутатса тăмалла тунă сыпăкĕсенчен чылайăшĕ - çутăсăр. Тĕслĕх шыраса таçта аякка каймалла та мар - Шăмăршăри хăшпĕр урамра çĕрле такăнса ỹкме те пулать. Автотранспорт çапса хăварсан та куракана тупаймăн.

Çул-йĕр çинчен калакан саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртни малашне инкексем сахалрах пулĕç тесе шанма май парать-ха. Унччен инспекторсен транспорт хатĕрĕсене çул-йĕр правилисене пăссан кăна чарма юранă, халь ку енĕпе вĕсемшĕн чăрмав çук - кирек ăçта та, кирек хăçан та чарса тĕрĕслеме пултараççĕ.

Фото - видеофиксаци приборĕсен витĕмĕ пысăк. Ман шутпа, çакăн пек прибора Шăмăршăри Космовский урамĕнче вырнаçтармаллах. Ун чух «шумахерсен» йышĕ те сахалланĕччĕ, шухă водительсем пысăк хăвăртлăхпа çỹресе ватă çынсемпе ача-пăчана сехĕрлентермĕччĕç.

Сăмахăма ГИБДД ĕçченĕсем каланă шỹтпе вĕçлес килет. Гаишник çулпа пыракан «Запорожец» автомашинăна документсене тĕрĕслес тĕллевпе чарнă. Каби- нăран пĕрин хыççăн тепри 17 çын тухать! Çав тери тĕлĕннĕ гаишник пурне те участока илсе каять.

Ирхине урăлса çитнĕ çулçỹревçĕсене ГИБДД пуçлăхĕ хăйĕн кабинетне чĕнтерет. - Мужиксем, сире йăлтах каçаратăп, анчах кабинăна мĕнле вырнаçнине кăтартса парăр-ха!

Мужиксем йăраланса-тĕрткеленсе «Запорожец» кабинине кĕрсе вырнаçаççĕ. Анчах вунçиччĕмĕшĕ ниепле те шăнăçаймасть!

- Итле-ха, Мĕкĕте, тен эсĕ ĕнер пирĕн- пе пĕрле пулман? - теççĕ юлташĕсем.

- Мĕнле пулман? - тарăхсах кăшкăрать лешĕ. - Çул тăрăшшĕпех купăс калаканни камччĕ вара?

Ку - анекдот çеç. Çапах та кашни анекдотрах чăнни пур темеççĕ-и-ха? Автомашина е трактор кабинине вуннăн – вуниккĕн кĕрсе ларнă тĕслĕхсем пулмаççĕ-и?

Çавăнпах аварисем те пулаççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика