Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сассисĕр урама илемлĕ тееймĕн

28 ноября 2017 г.

КĂÇАЛХИ январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне Палтиел ял тăрăхне кĕрекен икĕ ялта 1659 çын пурăннă. Пурĕ 678 кил-хуçалăха шута илнĕ.

Районти ытти ялсенчи пекех, Палтиел тăрăхĕнче те демографи ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Январь-октябрь уйăхĕсенче пурĕ 14 ача çуралнă пулсан, тĕрлĕ сăл- тавпа икĕ ялĕпе 31 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ача сахалрах çуралнă, хурлăхлă хыпар вара ытларах сарăлнă.

Патирек ялĕ уйрăмах ватăлса пырать. Кунта кăçал пĕр ача çеç çут тĕнчене килнĕ. Ялти пуçламăш шкулта 15 ача вĕренет, шкул çумĕнчи садике саккăрăн çỹреççĕ. Çитес вĕренỹ çулĕнче, ача çуккипе, пĕрремĕш класс пачах та пулмасть иккен.

Палтиел ял тăрăхĕ аталану шайĕпе ыттисенчен нихăш енчен те кая мар. Кермен пек илемлĕ çуртсем çĕкленеççĕ, çул сараççĕ, урамсене тирпей-илем кĕртеççĕ. Икĕ ялĕпе 24 уйрăм предприниматель шутланать, çав шутра 10 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Ял çыннисем килти хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усраса укçа тăваççĕ. Патирексем вĕлле хурчĕсем ĕрчетсе те тупăш кураççĕ.

2017 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене юсама 338,32 пин тенкĕ тăкакланă. Палтиелĕнчи Октябрь урамĕнчи çула тĕл-тĕл (ямочный ремонт) сапласа тухнă. Пуçару бюджечĕпе усă курса икĕ ялта та ача-пăча вылямалли площадкăсем тăваççĕ. 2018 çулта çул тăвас ыйтăва татса парас тĕлĕшпе ытларах тăрăшма палăртнă.

Ырă улшăнусем куçа курăнаççĕ пулин те ялсем ватăлса пыни шухăшлаттармасăр тăма пултараймасть. Кермен пек чаплă çуртсем ỹссе ларнă урама та, енчен те унта ача сасси янăрамасан, илемлĕ тееймĕн. Миллионшар тенкĕ укçа тăкакласа тăвакан çулсем те, вĕрçĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ те, ытти объектсем те яла çамрăк сăн кĕртеймеççĕ вĕт-ха.

Палтиелĕнче 625 ача валли тунă вăтам шкулта паян 164-ăн çеç вĕренни те шухăша ярать. Ачасен йышĕ çаплах чакса пырсан тепĕр темиçе çултан кунта та, Патирекри пек, пуçламăш шкул çеç тăрса юлмĕ-ши?

Çак ыйтăва хама хам патăм та, чун ыратса кайрĕ...

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика