01 декабря 2017 г.
ПĔТĔМ тĕнчери инвалидсен кунне халалласа, ноябрĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта сывлăх енчен хавшакрах çынсен республикăри XIX спорт фестивалĕ иртнĕ. Унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă.
Спорта юратакансем дартс, сĕтел çинчи теннис, шашка, джаккола вăййисенче, çăмăл атлетикăра ăмăртнă. 60 метра чупса Марина Гладкова - иккĕмĕш, шашка вăййинче Геннадий Елисеев тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Саламлатпăр сире, пурнăçа чунтан юратса спортра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвакан ентешсем!
Ăмăрту хыççăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕпе, Карапай Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Геннадий Елисеевпа тĕл пулса калаçрăмăр.
- Шупашкартан çав тери пысăк савăнăçпа, чунтан хавхаланса таврăнтăм, - терĕ Геннадий Пантелеймонович. - Пирĕн республикăра тата хамăр районта сывлăх енчен хавшакрах çынсемшĕн пĕрмай тăрăшнăшăн, пире пурнăçпа тан пыма хавхалантарсах тăнăшăн республикăпа район ертỹçисене чĕререн тав тăватăп.
А.ТЕНИШЕВА.