Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчен çăкăрĕ тăварлă

01 декабря 2017 г.

ВĂХĂТ васкать те васкать çав, ватă çын пек йăраланса мар, сумкка çакнă шкул ачи пек сиккипех малалла чупать. Акă, районта çурхи ака-суха тата вырма ĕçĕсене ирттерни те асрах тăрать. Васанти Игорь Быков фермер хуçалăхĕнче тырă акнине фотоаппаратпа та ỹкерсе илнĕччĕ, Юрий Старшов управляющие шỹтлесе çак йĕркесене те халалланăччĕ:

Ир-ирех хирте Юркка,

Чей ĕçнĕ-ши пĕр курка?

Пирĕн те çиес килет,

Тен хăйпе пĕрле илет?

- Ăнлантăм! - терĕ те Юрий Артемьевич, пире хуçалăх столовăйне кăнтăрлахи апата ертсе кайрĕ.

Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Виктор Александров та  шỹте ăнланакан çын. Яра куна фермăра та, уй-хирте те темиçе хутчен пулма ĕлкĕретчĕ, çулĕсем сахал мар пулин те унран «ывăнтăм» тенине илтмен.

Ăçта пăх  ăна куран:

Виктор шав çỹрет çуран.

Çак пит хастар чăваша

Мĕншĕн памаççĕ лаша?

- çапла каланăччĕ эпĕ ăна пĕррехинче.

- Хуçаран лаша ыйтмаллах пуль апла, - кула-кулах аллăма хыттăн чăмăртарĕ çĕр ĕçченĕ.

«Колос» Агрофирма» ООО генеральнăй директорĕпе Виталий Захаровпа чĕкĕнтĕр ани çинче тĕл пултăмăр.

Захаров пуять пуль ахăр -

Тонни-тоннипе ун сахăр, - терĕм те, ăна фотоаппаратпа ỹкерсе илтĕм. Çак ỹкерчĕк Виталий Федорович 60 çул тултарсан кирлĕ пулчĕ: епле илемлĕн кулса пăхать вăл хаçатăн пĕрремĕш страницинче!

Анат Чаткасри Андрейпе Юрий Юнкеровсем, Улмаллăри Владимир Митрофанов, Чукалти Валерий Симурзин тата ытти фермерсем çинчен те хаçатра тĕрленчĕксем пичетлесе кăлартăм. Сăнỹкерчĕксенче - уй-хирте ỹкернĕренех пуль - ăшă кулă палăрать.

Юнкеров Толя ывăлĕсем

Ỹстереççĕ тырă, çĕрулми.

Апата ларсассăн та вĕсем

Паттăр пек çиеççĕ - ним юлми!

Апата кам хастар çиеймест -

Нихăçан та вăйлă ĕçлеймест

- çак йĕркесем те хирте, кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче «çуралнăччĕ».

Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов фермер куçĕсем те çиçеççĕ: чылайранпа çумăр çуса тарăхтарнă хыççăн тинех уяр кунсем пуçланчĕç вĕт-ха! Апла пул- сан, тырă йĕтеме типĕ кĕрет, тар тăкса çитĕнтернĕ пуянлăх сая кайманни çĕр çыннишĕн савăнăç мар-и?

Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕпе Вадим Севрюгинпа эрне тăрăшшĕнче темиçе хутчен те уй-хирте пулаттăмăр.

«Атя хире», - тет Вадим.

Эп калатăп: чим-ха, чим:

Ĕнерхине те çырман,

Кайран ятлĕ вулакан.

...Машин çук та, мĕн калас...

Тен, санпах ларса каяс?

Çапла кăнтăрла хирте пулнă, киле таврăнсан çĕрĕпех хаçатăн çĕнĕ номерĕ валли материал хатĕрленĕ.

Комбайнерсемпе трактористсем, йĕтемре ĕçлекенсем çинчен çĕр-çĕр йĕрке çырнă, вĕсен йывăр ĕçне чунпа ăнланса хавхалантарма тăрăшнă.

ВЫРМА ĕçĕсем хыçала юлчĕç ĕнтĕ, çĕр-анне хĕл ыйхинче тĕлĕрет. Çĕр çыннисен вара хĕлле те канăç çук. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕн хакĕсем Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн чылай ỹсесси хăратать вĕсене. Укçа пулсан паянах туянса хурĕччĕç те, анчах тыррине сутаймаççĕ-çке. Килограмне 5 тенкĕпе çеç сутнипе фермер нумай тупăш кураймасть, çак укçа тăкаксене саплаштарма та çити-çитми кăна. «Малашне йышлă выльăх-чĕрлĕх усрасан çеç укçа ĕçлесе тума пулать, сĕт сутса ал-урана çавăрса яма та май пулĕччĕ» - ĕмĕтленеççĕ вĕсем.

Вăй патăр сана, ял çынни, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пымашкăн!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика