01 декабря 2017 г.
«ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçат редакцине телефонпа шăнкăравласа та, хамăр патăра кĕрсе те, çырупа та тĕрлĕ хыпар пĕлтереççĕ. Район çыннисем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене те çĕклеççĕ.
«Шăмăршăри выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп сутакан пасар район центрĕнчен аякра вырнаçнă, - теççĕ Ярăслав ялĕнче пурăнакансем. - Унта кайса çỹреме питĕ кансĕр. Пасара унчченхи вырăна е урăх тĕле çывăхарах куçарма май çук-ши?»
«Кăçал Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ икĕ çурт картишне асфальт сарчĕç, - пĕлтерет тепĕр вулакан. - Анчах та ĕçне ячĕшĕн те турĕç темелле - асфальта пылчăк çинех сарса тикĕслерĕç. «Çĕнĕ меслетпе çапла ĕçлемелле», - терĕç çул тăвакансем хăйсене асăрхаттарсан».
Район центрĕнче пĕртен-пĕр банкомат çеç пулни те халăха пăшăрхантарать. Ун умĕнче яланах черет нумай, банкомат час-часах! ĕçлемен чух укçа илме Патăрьелне çити çỹреме тивет.
Редакци çак çивĕч ыйтусене тивĕçлĕ органсем патне çитерсе вĕсем халăх пăшăрханăвне шута илессе шанать.
Редакцин ял пурнăçĕн пайĕ. (Тел.: 2-33-51).