Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чаршав уçăлсан…

05 декабря 2017 г.

Шăмăршăри Культура Керменĕ çумĕнчи халăх театрĕ Аннесен кунĕ ячĕпе кану каçĕ йĕркелерĕ. Унта çамрăк артистсем «Аннене ан кỹрентерĕр» музыкăллă литература композицийĕ кăтартрĕç. Ачасем тăрăшса хатĕрленни тỹрех сисĕнет. Вĕсем сăвăсене пысăк хавхаланупа вулани аннесен чĕрисенче ăшă туйăм çуратрĕ. Кунсăр пуçне юмахсенчен илнĕ сыпăксене те вĕсем пысăк ăсталăхпа выляса кăтартрĕç. Куракансем ачасен шỹтлĕ номерĕсене те хаваспах йышăнчĕç.

Кану каçĕ пĕчĕк сцена ăстисене Грамота парса хавхалантарнипе вĕçленчĕ. Ăна Н.Сергеева, И.Каширских, Е.Кудряшова, А.Дергачева тивĕçрĕç. Çавăн пекех пысăк активлăхпа палăрнă В.Фролова, В.Кузьмина, Д.Кудряшова, А.Елкина, Д.Фролова, С.Юманова, Т.Васильева тата П.Галкина та Хисеп грамоти панăшăн шутсăр савăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле, паллах, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те питĕ кăмăллă пулчĕ.

В.ЛЬВОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика