Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă салтак Артем Старшов

05 декабря 2017 г.

Пултаруллă салтак Артем Старшов

Карапай Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Артем Старшов хальхи вăхăтра Новосибирск хулинче службăра тăрать. Вăл десантник. Çар тивĕçне пурнăçлама вара ачаранпах ĕмĕтленнĕ, çине тăрсах хатĕрленнĕ. Çакă службăн пĕрремĕш кунĕсенчех палăрнă. Тăрăшуллă, пуçаруллă çамрăка командовани çийĕнчех асăрханă, гвардеецсен ретне илнĕ.

Çак кунсенче пултаруллă салтакăн ашшĕ-амăшĕ патне ывăлĕ тăракан çар чаçĕн командирĕнчен тав çырăвĕ çитнĕ. Унта А.Старшов гвардеец хăйĕн юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăни çинчен пĕлтернĕ, Эдуард Анатольевичпа Лариса Петровнăна чăн-чăн салтак çитĕнтернĕшĕн тав тунă.

Лариса Петровна ывăлĕсемпе чăннипех те савăнать. Асли те, Руслан, çарта гвардеец пулма тивĕçнĕччĕ, 2012 çулта тĕп хулари Хĕрлĕ площадьре Çĕнтерỹ Парадне хутшăннăччĕ. Халĕ Руслан полици тытăмĕнче йĕрке хуралĕнче вăй хурать.

Маттур салтаксем çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле эпир те савăнатпăр.

Г.Петькова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика