Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир-чĕр айккинче тăтăр!

08 декабря 2017 г.

Чир-чĕр айккинче тăтăр!

ШĂМĂРШĂРИ тĕп больницăра – савăнăç! «РЭМИСС» тулли мар яваплă пĕрлешỹ директорĕ М.Юсупов чир-чĕре шала кайиччен тупса палăртмашкăн Logiq F6 ультрасасăпа ĕçлекен пĕр миллион та ултçĕр пин тенкĕ тăракан диагностика оборудованийĕ парнелерĕ.

Çĕнĕ меслетпе ĕçлеме пĕлекен ятарлă пĕлỹ илнĕ врачсем паянхи кун тĕлне больницăра виççĕн. Тепĕр врач та часах çак ĕçе вĕренсе ĕçе пуçăнĕ.

Каламасăрах паллă, çĕнĕ оборудовани врачсене диагностика лартас ĕçре пысăк пулăшу парать. Чи пахи вара - çынна вăхăтра чир-чĕртен сыхласа хăварма май пулать. Диагностика тунăшăн укçа илместпĕр. Çывăх вăхăтрах, вар-хырăмсăр пуçне, чĕрепе юн тымарĕсене, шăмă сыпăкĕсене, щит евĕрлĕ пар (щитовидная железа), ар органĕсене ультрасасăпа пăхма тытăнатпăр.

Эпир, больница ĕçченĕнсем, пирĕн ĕçе çăмăллатма пулăшакан ырă кăмăллă Минхайдяр Абдулкаюмович Юсупова тата унпа яланах пĕр чĕлхе тупса халăх сывлăхĕшĕн тăрăшакан район администрацийĕн пуçлăхне Владимир Васильевич Денисова чĕререн тав тăватпăр.

И.СМИРНОВА, район больницин тĕп врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика