Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулли - хĕвел шевли, кăмăлĕ - кĕмĕл çути…

08 декабря 2017 г.

Кулли - хĕвел шевли, кăмăлĕ - кĕмĕл çути…

АЧА ЧУХ кашниех кам та пулин пулма ĕмĕтленет ĕнтĕ. Эпĕ, акă, хамăрăн Анаткас урамĕнче çирĕме яхăн механизатор пурăннипех пулĕ ỹссен тракторист пуласшăнччĕ. Шĕшкĕ Ваççи текен механизатор мана гусеницăллă тракторпа çỹреме те вĕрентнĕччĕ.

Ỹсе-киле ĕмĕт-шухăшăм улшăнчĕ, вăрманçăра пĕр хушă тăрăшнă хыççăн журналист пулма тĕллев лартрăм. Вара хĕрĕх çул ытла Шăмăршă район хаçатĕн- че вăй хутăм.

Куславкка районĕнчи Куснар ялĕнче çуралса ỹснĕ, Энĕш юханшывĕн тăрна куçĕ пек тăрă шывĕнче чăмпăлтатнă, кунтах пĕр урамри ача-пăчапа пĕрле савăннă Надя Трубина учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Вĕсен çывăх тăванĕ, чăвашсен паллă çыравçи Трубина Марфи те вĕрентекен пулнă вĕт-ха, Надя та ун пек паллă çын пулас тенĕ пулĕ.

Куславкка тăрăхĕнче

Хирсенче - хăмла.

Кимĕсем çырансенче,

Садсенче - çырла.

Куславкка вăрманĕсем

Утравсем кăна...

Пур пĕр, пур пĕр-çке вĕсем

Хаклă ман чуна, -

сăвăç çырнă çак йĕркесене Надя пăхмасăр калама та вĕреннĕ.

Ялти шкулăн аслă класĕсенче хĕрĕн шухăш-кăмăлĕ улшăннă «Тухтăр пулатăп, çынсене сыватса телейлĕ тăватăп!» - çакăн пек çирĕп тĕллев лартнă Надежда Трубина. Вăтам пĕлỹ илнине çирĕплетекен аттестата алла тытсан пĕр иккĕленмесĕрех документсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне кайса панă. Экзаменсене питĕ лайăх тытнă хыççăн медицина факультечĕн сывату уйрăмĕнче (лечебное дело) вĕренме пуçланă.

Университетра тарăн пĕлỹ илессишĕн тăрăшнă Куславкка хĕрĕ, обществăлла ĕçсенче те яланах хастар пулнă. Дипломлă специалист республикăри чăн аякра вырнаçнă Шăмăршă районне килме те хăраса тăман. Район больницин тĕп врачĕ Анатолий Яковлевич Семкин та, шурă халатлă ытти ĕçченсем те çамрăк хĕре ăшшăн йышăнса пулăшса пынă.

Çапла 1994 çултанпа паян кунчченех Шăмăршă район больницинче врач-терапевт пулса ĕçлет Надежда Николаевна Петрова (Трубина). Çак хушăра хăй сыватнă çынсенчен мĕн чухлĕ тав сăмахĕ илтмен-ши вăл?

Терапевт ĕçĕ кăткăс та йывăррине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. «Терапевтăн алли те, чĕри те ылтăн пулмалла», - çапла тăтăшах каланă студентсене университетра вĕреннĕ чух З.Н.Волков профессор. Надежда Николаевна çак сăмахсене пурнăçĕ тăрăшшĕпех асра тытать.

Çыннăн юн пусăмĕ тăруках ỹсни е чакни, сахăр диабечĕ тата ытти чирсем районта анлă сарăлни хытă пăшăрхантарать тухтăра. «Килте пăчăхса лармалла мар, çутçанталăк илемне юратса уçăлса çỹремелле, спортпа туслă пулмалла», - çакăн пек ырă канаш парать хăй патне йышăнăва килекен кашни çыннах Надежда Николаевна. Хĕвел ăшши пек куллипе, кĕмĕл çути пек кăмăлĕпе чирлисене хăвăртрах сывалма шанăç кỹрет.

Мăшăрĕпе - Сергей Алексеевичпа - икĕ хĕр пĕрчи çуратса ỹстернĕ. Асли - Ирина - педагог, Шупашкарти педколледжра психологи предметне вĕрентет. Кĕçĕнни - Настя - Шăмăршăри вăтам шкулăн 10 класĕнче пĕлỹ илет.

Петровсем Пуянкасси ялĕнче пурăнаççĕ, кашни кунах район центрне ĕçе çỹреççĕ. Апла пулин те килти хуçалăха çирĕп тытаççĕ: выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ, садра-пахчара тĕрлĕ-тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ, Надежда Николаевна акса-лартса ỹстернĕ чечексем те аякранах чуна ачашлаççĕ.

Тухтăр вăл ĕçре кăна мар, килне таврăнсан та тухтăр пулма пăрахмасть. Ял çыннисене пулăшма яланах хапăл Надежда Николаевна Петрова. Вăл хăйĕн юратнă ĕçне уява кайнă пек каять, хăш-пĕр чух хăй ывăннине те манать. Ĕçченлĕх, сăпайлăх, тараватлăх - çак ырăран та ырă енсем илем кỹреççĕ те шурă халатлă маттур хĕрарăма.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика