Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: пăр хальлĕхе çỹхе

08 декабря 2017 г.

НОЯБРЬ уйăхĕнчен пуçласа декабрĕн 15-мĕшĕччен шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăхăн уйăхлăхĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - çынсене çỹхе пăр çине кĕме юра- маннине аса илтересси.

Хальхи вăхăтра юхан шывсем çирĕп шăнса çитеймен-ха, çавăнпа çỹхе пăр çине кĕме юрамасть. Çакна МЧС тытăмĕ нче тăрăшакансем республикăри ача сачĕсемпе шкулсенче йĕркелекен профилактика занятийĕсемпе уçă уроксенче ачасене питĕ тĕплĕ каласа ăнлантараççĕ. Инкек пулсан мĕн тумаллине тата çăлав службин номерĕсене аса илтереççĕ.

Чăваш Республикинчи патшалăх тĕп инспекторĕ Г.Майков вырăнти влаçăн çынсене кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе профилактика мероприятийĕсем ирттермеллине палăртрĕ. Халăха çак тапхăрта шыв объекчĕсенче хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантармалла. Çынсем пулă тытас тĕллевпе пухăнакан вырăнта е пĕр çыранран теприне çитес тесе сукмак хывакан тĕлте ятарлă табличкăсем е асăрхаттару аншлагĕ сем вырнаçтармалла. Иртен-çỹренĕн, паллах, «пăр çине кĕме юрамасть!» йышши асăрхаттару паллисене курсан вĕсене унта ахальтен çирĕплетмен- нине шута илмеллех. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта та çынсем суранланнин е вилнин сăлтавĕ пулма пултарать.

«Кĕркуннехи пăр уйрăмах хăрушă: вăл хĕллехипе танлаштарсан питĕ çỹхе. Сывлăш температури 0 градус тăнă чухне пăр çирĕплĕхĕ 30 градус сивĕ чухнехипе танлаштарсан 10-15 хут «вăйсăртарах». Пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар. Çыран хĕрринче, шыв хытă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче вăл çỹхерех. Пĕчĕк лупашка, вак каснă тĕлти пирки те çавнах каламалла. Шурлăхлă вырăнсем лайăх шăнмаççĕ», - палăртаççĕ специалистсем. Пĕтĕмлетсе каласан, асăрханулăх пирки нихăçан та, самантлăха та манмалла мар. Çак сĕнỹсене кашниех пĕлмелле тата асра тытмалла.

(«Хыпар» хаçатран).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика