08 декабря 2017 г.

ПЕНСИ çулне çитнĕ ватăсене пенси законодательствинчи пур çĕнĕлĕхсене те хăйсен тĕллĕн ăнкарса илме çăмăлах мар. Çавăнпа та районта пенсионерсен шухăш-кăмăлĕпе интересленесси, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине вăхăтра хуравсем парасси çине тимлĕх уйăрсах тăраççĕ. Раççейри Пенси фончĕн Шăмăршă районĕнчи пай пуçлăхĕ Дмитрий Николаевич Федоськин, сăмахран, ял тăрăхĕсене те тухса çỹрет, халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене уçса парать. Ыйтăвĕсем вара çав-çавах тупăнсах тăраççĕ.
Акă, çак кунсенче Раççейри Пенси фончĕн Управленийĕн Чăваш Республикинчи специалисчĕсем тивĕçлĕ канăва тухнă тата социаллă пенси илсе тăракансемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ калаçăва Шупашкартан килсе çитнĕ специалистсем: РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ В.Николаев, пенси виçине çĕнĕлле шутласа палăртакан пай пуçлăхĕ Т.Лисицина - хутшăнчĕç. Çавăн пекех районти специалистсем (Д.Федоськин – Раççейри Пенси фончĕн районти пай пуçлăхĕ, Н.Федорова – район администрацийĕн халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай ертỹçи), тĕрлĕрен обществăлла пĕрлешỹ ертỹçисем те (П.Фомин, Р.Каргина, С.Петров) пенсионерсем хускатнă ыйтусене уçăмлатма пулăшрĕç.
Мĕн канăçсăрлантарать-ха чылайăшне? Пенси çумне хушса паракан баллсем, пенси çулĕ ỹсме пултарасси, амăшĕсене пĕчĕк пепкипе ларнă çулсемшĕн тỹлесси, амăшĕн капиталĕн малашлăхĕ тата ытти те. Пĕр ыйту та хуравсăр юлмарĕ. Çавра сĕтел правительство кăларакан çăмăллăхсем камсене тата епле майпа тивĕçнине ăнланма пулăшрĕ.
Г.ИВАНОВА.