Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнỹ ĕçре хавхалантарать

12 декабря 2017 г.

Çитĕнỹ ĕçре хавхалантарать

ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкул иртнĕ вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсемпе выпускниксене питĕ лайăх шайра хатĕрлекен Раççей Федерацийĕнчи 300 ял шкулĕн ушкăнне кĕнĕ. Çитĕнỹ хăй тĕллĕн килмест, паллах. Коллективăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Шăмăршăри вăтам шкул директорĕнчен В.Хорьковаран ыйтса пĕлтĕмĕр.

- Вера Васильевна, вулакансене шкулпа тĕплĕнрех паллаштармăр-ши?

- Хаваспах. Пирĕн коллективра 56 педагог тăрăшать. Вĕсенчен 2-шĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, 11-шĕ – РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, 6-шĕ – çутĕç отличникĕ. Аслă категориллĕ учительсем – 20, пĕрремĕш категориллисем – 33. Коллектив вĕрентỹ системин çĕнĕлĕхĕсене тĕпчесех тăрать, вăхăтра ĕçе кĕртме тăрăшать. Çĕнĕ проектсемпе программăсене çул пама, професси тĕлĕшĕнчен ỹсме майсем çителĕклех пирĕн. Шкулăн пурлăхпа техника бази пуян. Кабинетсенче компьютерсемпе мультимедийлĕ проекторсем вырнаçтарнă. Библиотекăра электронлă изданисемпе илемлĕ литература, учебникĕсем çителĕклĕ. 10 ялтан çỹрекен вĕренекене 2 автобус тата 1 микроавтобус турттарать. Пурĕ 719 ача ăс пухать Шăмăршăри вăтам шкулта.

- Пĕтĕм Раççейри рейтингра палăрма мĕнле кăтартусем пулăшрĕç?

- Чăн малтанах, выпускниксен ОГЭ экзаменĕсен, шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадисен тата 4-мĕш класс пĕтерекенсен тĕрĕслев ĕçĕсен кăтартăвĕсем. Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче 3 вĕренекен регион шайĕнче иртекен олимпиадăра призер пулнăччĕ (иккĕшĕ вырăс литературипе, пĕри – физкультурăпа). Унсăр пуçне ăс-хакăл вăййисенче, наукăпа тĕпчев конференцийĕнче, тĕрлĕрен конкурссемпе фестивальсенче тивĕçнĕ çитĕнỹсем те пысăк витĕм кỹчĕç.

- Раççей шайĕнчи чи лайăх шкулсен шайне çитме çăмăл мар, паллах. Ỹсĕм тăвасси кашни вĕрентекенĕн пултарулăхĕнчен, вăл хăй суйласа илнĕ профессине чунтан парăннинчен килет.

- Çапла, учитель тăрăшса ĕçлени курăнать çак çитĕнỹре. Манăн çак педагогсене уйрăммăн асăнса хăварас килет: регионти олимпиадăра призерсем хатĕрленĕ И.Харитонова (Е.Шерников, Е.Паймина – вырăс литератури), С.Хафизов (В.Удина, физкультура); шкул ачисене экзаменсене лайăх тытма пулăшнă Л.Синякова, В.Бельцова, Н.Петрова (вырăс чĕлхи); И.Кудряшова, Л.Егорова, О.Еремеева, А.Поликарпова (математика); Т.Анисимова (истори); В.Сергеева (физика); Р.Несибуллова (обществознани); Т.Бабочкина (биологи); Н.Гордеева (хими) тата ыттисем те. Пуçламăш классенче ĕçлекен Н.Мартынова, Н.Купташкина, Н.Львова та çак çитĕнỹре мухтава тивĕçлĕ.

- Эсир асăннă учительсем, чăн та, шкулта нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнăскерсем. Çамрăк специалистсем шкула килеççĕ-и?

- Вĕрентỹ ĕçне çамрăксене явăçтарса пырассине мала хуратпăр. Педагогика ĕç стажĕ 5 çултан пĕчĕкреххисем шкулта паянхи кун виççĕн. Вĕсене наставниксен çумне çирĕплететпĕр.

- Педагогсем професси конкурсĕсене хутшăнаççĕ-и?

- Професси ăсталăхне ỹстерме конкурссене хутшăнни те пулăшать. "Чи лайăх класс ертỹçи" (И.Харитонова), "Педагог-психолог" (Л.Николаева), «Социаллă педагог» (И.Ревунова) республика шайĕнчи конкурссен çĕнтерỹçисем пур пирĕн. «Çулталăкри чи лайăх учитель» конкурсра тĕрлĕ çулсенче О.Еремеева тата М.Шамеева номинацинче палăрнăччĕ. Çулсерен "Уçă урок" методика фестивалĕнче физика, математика, информатика, биологи учителĕсем çĕнтерỹçĕсен тата призерсен шутне кĕнипе мăнаçланатпăр.

- Шкул ачисен пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех калаçар-ха...

- Вĕренекенсем тăтăшах районти предмет олимпиадисенче чи нумай балл пухса, регион шайĕнчи олимпиадăна хутшăнса район чысне хỹтĕлеççĕ. Шупашкарта иртекен наукăпа тĕпчев конференцийĕнчен те пирĕн шкул ачисем çĕнтерỹçĕсемпе призерсем пулса таврăнаççĕ. Кадет класĕнче вĕренекенсем юлашки çулсенче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ (преподавателĕ А.Еремеев, хореографĕ В.Кузьмина). Пĕлтĕр вĕсем республикăра çĕнтерсе Краснодар крайĕнче вырнаçнă «Орленок» лагерьте канма тивĕçрĕç. «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисенче те питĕ маттур. Унсăр пуçне искусство, пултарулăх енĕпе иртекен тупăшусенче те Диплома тивĕçеççĕ. Шкул ачисем хăйсен ăсталăхĕпе палăрнă конкурссен ячĕсене асăнса та пĕтерес çук. Пĕтĕмлетсе каласан, кашни конкурса, кашни мероприятие активлă хутшăнаççĕ пирĕн шкулта вĕренекенсем.

- Спортпа интересленекенсем те сахал мар пуль?

- Спорт çитĕнĕвĕсем те çулран-çул ỹссех пыраççĕ. Пирĕн спортсменсем республикăри ăмăртусене хутшăнса çĕнсе илнĕ дипломсем хутшăнсах пыраççĕ. Ахальтен мар вĕсем Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти олимп вăййисене хатĕрлекен ятарлă шкулсене вĕренме кайма та пултараççĕ. Кăçал акă пирĕн шкул команди ГТО нормисене пурнăçлас енĕпе республикăра чи пултарулли пулчĕ, Сочире канса вăй-хала тĕреклетме путевка çĕнсе илчĕ. Районти шкулсем хушшинче ирттерекен спартакиадăра эпир ялан тенĕ пекех пĕрремĕш.

- Вĕренỹре, спортра, общество пурнăçĕнче хастар шкул ачисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăраççĕ.

- Пирĕн шкулта вĕренекенсем те ăна кашни çулах тивĕçеççĕ. Кăçал, сăмахран, стипендиатсем виççĕн: Ксения Фомина, Руслан Харитонов, Данил Павлов.

- Тавах Сире тĕплĕ калаçушăн! Малашне те çитĕнỹ çумне çитĕнỹ хутшăнса пытăр яваплă та пархатарлă ĕçĕрте!

Калаçăва Г.ИВАНОВА йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика