Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Григорий Любимов : «Президент полкĕнчи служба – чи телейлĕ самант»

12 декабря 2017 г.

Григорий Любимов : «Президент полкĕнчи служба – чи телейлĕ самант»

ÇУЛТАЛĂК каялла Энтĕрьел каччи Григорий Любимов çар тивĕçне Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкĕнче пурнăçлама тивĕçни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Нумаях пулмасть салтак, службăна чыслăн вĕçлесе, килне таврăнчĕ. Аса илтеретĕп, кашни призывра республикипе те 10 çамрăка кăна çар тивĕçне Кремльте ирттерме телейлĕ шăпа тухать.

Паллă ĕнтĕ, çирĕп сывлăхлă, кĕрнеклĕ, пур енĕпе те пултаруллă çамрăксене суйласа илеççĕ Президент полкне. Гриша çакна пĕлмен мар, шкулта вĕреннĕ çулсенчех спортпа пиçĕхнĕ, мышцăсене ятарлă хăнăхтарусемпе те, ĕçпе те аталантарнă. Ял ачине ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкренпех ĕçе явăçтарнă – выльăх-чĕр- лĕх, сад-пахча – кунĕпе ĕшенмелĕх пур. Кĕтỹ кĕтмелле, пахча хусăкламалла, утă çулмалла - çемьере пĕр арçын ача пулнăран (икĕ аппăшне хĕрхеннĕ пулас) веçех ун çинче пулнă.

Г.Любимов çар тивĕçне пурнăçлама çирĕп тĕллев лартнă: вĕсен йăхĕнче арçынсем пурте çĕршыва сыхланă: ашшĕ - Виталий Александрович - запасри офи- цер; аслашшĕ – Александр Григорьевич – Тăван çĕршыва фашистсенчен хỹтĕленĕ. Амăшĕ енчи мăн аслашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 7 ывăлне ăсатса янă, пиллĕкĕшне кĕтсе илеймен...

Григорий Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕреннĕ çулсенче те тăтăшах волейбол тата баскетбол спорт секцийĕсене çỹренĕ. Унта 4 çул вĕренсе бакалавр дипломне илсен, 21 çулхи юрист çара кайма шутланă.

Хăй ĕмĕтленнĕ Президент полкне лекме çăмăл мар иккен. Сумлă подразделени çинчен ĕмĕтленекен каччăсене сывлăх енчен те, тавракурăм, шухăш-кăмăл тĕлĕшĕнчен те çирĕп тĕрĕслев комиссийĕсем витĕр кăлараççĕ. Раççей çарĕн сăн-сăпачĕ-çке! Чăваш Ен чысне те çỹллĕ шайра тытмалла!

Ĕнтĕ çулталăк Президент полкĕнче тăнă служба иртсе те кайрĕ. Çартан юлнă ырă асаилỹсем вара яланах салтака пурнăçра хавхалантарса тăрĕç. Акă Кремль çумĕнчи Паллă мар салтак вил тăприйĕ тĕлĕнчи Ĕмĕрлĕх вут-çулăм умĕнче Хисеп хуралĕнче чыслă тăнăшăн панă Тав çырăвĕ. Служба вĕçленсен вĕсене, Президент полкĕнче службăра тăнă 10 салтака, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин кĕтсе илнĕ, тав сăмахĕ каласа, асăнмалăх сехет парнеленĕ. Эппин, чăваш ятне яман вĕсем!

Халĕ Григорий Любимов - каллех студент. Малтан вĕреннĕ юридици факультетĕнчех магистратурăра 5-мĕш курсра вĕренет. Ирсерен ăна, 6 сехетре, халĕ те Кремль стени çинчи курантсем вăратаççĕ. Çак йĕркепе пурăнма хăнăхнă вăл. Хавас кăмăллăскер, йăл кулса юлташĕсене сывлăх сунать, ирхи гимнастика хыççăн, яштак кĕлеткине тỹп-тỹрĕ тытса, занятисене васкать.

Халĕ те çирĕп дисциплинăна пăхăнса пурăнать вăл, службăри ырă йĕркене манăçа кăлармасть.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика