12 декабря 2017 г.
НОЯБРĔН 13-мĕшĕнчен пуçласа районта шкул ачисен предмет олимпиадисем иртеççĕ.
Кăçал та, яланхи пекех, вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне 21 предметпа тĕрĕслеççĕ. Паянхи кун тĕлне Шăмăршăри вăтам шкулта район шайĕнчи олимпиадăсем 13 предметпа иртнĕ те ĕнтĕ. Олимпиада ĕçĕсене çав кунах ятарлă комисси тĕрĕслет, çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртать. Шкул ачисем, тĕпрен илсен, гуманитари предмечĕсен (чăваш, вырăс, акăлчан чĕлхисем) олимпиадине тĕплĕн хатĕрленни сисĕнет. Хăшпĕр ачасем харăсах темиçе предметпа пысăк баллсем пухма пултарчĕç, çĕнтерỹçĕ е призер пулса тăчĕç. Уйрăмах олимпиадăра пултаруллă шкул ачисем паянхи кун тĕлне çаксем: Е.Фомина, Э.Ахметова (8 кл); Н.Михайлов (11 кл). Вĕсем пурте Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренеççĕ. Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Д.Яковлевпа Д.Ермолаев та питĕ хастар. Çавăн пекех Палтиел вăтам шкулĕнче 8 класра пĕлỹ пухакан Л.Хакимова та вĕренỹре çитĕнỹсем тăвать, пысăк шанчăк парать.
Район шайĕнчи Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсем декабрь уйăхĕн 21-мĕшĕччен пыраççĕ. Олимпиадăсем пирки пĕтĕмлетỹ çакăн хыççăн пулать.
Хальлĕхе вара шкул ачисене олимпиадăра ăнăçу сунатпăр!
Е.КУД РЯШОВА, район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.